Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан вузӗсем валли пуринчен ытла бюджет вырăнӗсем уйăрнă

Раççейӗн Вӗрентӳпе наука министерстви пӗлтернӗ тăрăх 2024-2025 вӗренӳ çулӗнче Тутарстан валли 23 083 бюджет вырăнӗ уйăрса панă.

Республика Свердловск тата Ростов облаçӗсенчен иртсе кайнă, вӗсене 19 278 тата 18 352 вырăн лекнӗ.

Бюджет вырăнӗсен 73 процентне регионсенчи аслă вӗрентӳ заведенийӗсен хушшинче валеçнӗ.

РФ Правительствин Председателӗн çумӗ Дмитрий Чернышенко пӗлтернӗ тăрăх, 5,8 пин бюджет вырăн валли хушма набор августăн 29-мӗшӗччен вӗçленӗ.

«Кăçал 1 миллион ытла абитуриент 2,8 миллион ытла заявлени панă, ку пӗлтӗрхинчен 100 пин ытларах. Чи суйласа илекеннисен хушшинче – сиплев ӗçӗ, педиатри, педагогика тата инженери», – пĕлтернĕ Дмитрий Чернышенко.

Унсăр пуçне вăл Раççей Президенчӗ Владимир Путин пуçарса янă аслă пӗлӳ паракан çӗнӗ наци системине йӗркелес енӗпе пилотлă проект малалла пынине палăртнă.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование