Тутарстан хулисене шыв тăрăх та курса çӳреме пулать
Республикăн хулисене халӗ автобуспа, машинăпа кăна мар, шыв тăрăх та çитме пулать. 30 çул иртнӗ хыççăн тинех çынсене шыв тăрăх турттарма тытăннине пӗлтерет «Флот Республики Татарстан» организацин пресс-служби.
Хальхи вăхăтра Хусан, Свияжск, Пăлхар, Теччӗ, Чистай хулисенче тата Камско-Устьински районӗнче пурӗ 11 дебаркадер, 6 причал пур. Шыв тăрăх пӗтӗмпе 19 маршрут, вӗсенчен иккӗшне Çырчаллине (чарăнусемпе) тата Камское Устьене (тӳрремӗн) кăçал уçнă. Халăха 22 кимӗ-карап, çав шутра пысăк хăвăртлăхлă «Метеор 2020» метеорсем турттараççӗ. («Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев