Тутарстана КАМАЗ пуçтарма 13 регионран студентсем килнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстана КАМАЗ пуçтарма 13 регионран студентсем килнӗ

Çырчаллинче Пӗтӗм Раççейри студентсен «КАМАЗ» производство отрячӗ ӗçлеме пуçланă. Ӗç проекчӗ хӗллехи тапхăрта кăçал пӗрремӗш хут пурнăçланать, февралӗн 28-мӗшӗччен тăсăлать. Легендарлă завода ӗçлеме Раççейӗн 13 регионӗнчен 213 студент килнине ТР Студенстен отрячӗсен пресс-служби пӗлтерет.

«213 çамрăк Раççейри 13 субъектран оборонăпа промышленность комплексне аталантарас тата пирӗн çӗршыв экономикине çирӗплетес ӗçе хутшăнма хатӗрри – студент отрячӗсем кăткăс задачăсене татса пама пултаракан хăватлă кадр ресурсӗ пулнине çирӗплетет», – палăртнă Республикăри студентсен ӗç отрячӗсен центрӗн ертӳçи Василий Ислаев. 

Юхăма хутшăнакансем 9 специальноçпа автогигантăн тăватă заводӗнче ӗçлеççӗ, грузовик туса кăларас ӗçӗн кашни тапхăрне хутшăнаççӗ.

Пӗлтӗр çулла çӗршывăн кашни регионӗнчен килнӗ 300 студент икӗ уйăх хушшинче  9 пин грузовик, автомашинăсем валли 13 000 кабина тата 3000 двигатель пуçтарнă.

ТР Студенстен отрячӗсен пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 


Производство студотряды КАМАЗ

Нет комментариев