Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстана Сенегал Президенчӗ килсе çитнӗ

Маки Сала Хусанти аэропортра республика Раисӗ Рустам Минниханов, унăн пулăшаканӗ Газинур Бакиров, РФ МИДăн Хусанти представителӗ Радик Вахитов, Сенегал Республикин Раççей Федерацийӗнчи Полномочиллӗ элчи Жан-Батист Тиатьи Тин кӗтсе илнӗ.

Маки Салл Раççей Федерацине «Раççей – Африка» саммита хутшăнма килнӗ. Тутарстан Республикинче пулнă май, Сенегал Президенчӗ регионăн промышленность хăвачӗпе паллашнă, культура тата спорт объекчӗсенче пулса курнă, официаллă тӗлпулусем ирттернӗ.

Сенегалпа Тутарстан хушшинчи суту-илӳпе экономика хутшăнăвӗсене илес пулсан, вӗсен калăпăшӗ хальлӗхе пысăках мар. Экспорт таварӗсем кăларакан Тутарстан продукцин анлă спектрне тăратма хатӗр. Тӗрлӗ çулсенче Сенегала «КАМАЗ» автомобилӗсем, Хусан вертолечӗсем сутăннă. Машина тăвас, нефтехими, ял хуçалăхӗ, инновациллӗ технологисем тӗлӗшӗнчен тупăшлă хутшăнусем валли лайăх перспектива пур.  

ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев