Тутарстанăн чи лайăх таварӗпе услугисем паллă
Кăçал 189 производитель конкурса пурӗ 397 тӗрлӗ продукципе услугăсем тăратнă. Вӗсене пилӗк номинаципе («Апат-çимӗç таварӗ», «Халăх валли промышленность таварӗ», «Производствăпа техника валли продукци», «Услугăсем», «Халăхпа ӳнер промыслисен изделийӗсем») хакланă.
«Тутарстанăн чи лайăх таварӗпе услугисем» республикăри производительсемшӗн чи сумлă конкурс шутланать. Мӗншӗн тесен «Раççейӗн чи лайăх 100 таварӗ» конкурсăн регионти тапхăрӗ. Конкурсантсен сăмахӗпе, хăйсем кăларакан продукцие кăтартнисӗр пуçне вăл производствăн лайăх тата япăх енӗсене палăртма, çӗнӗ партнерсем тупма, бизнес-процессене тӗрӗс мӗнле йӗркелемеллине министерствăн, ведомствăсен, тӗрӗслесе тăракан органсен эксперчӗсенчен ыйтса пӗлме май парать.
Эксперт комиссийӗ Тутарстан предприятийӗсем санкцисем вăхăтӗнче республикăшăн усăллă направленисем çине хăвăрт куçма пултарнине пӗлтерет. Ют çӗршыврине хамăрăннипе ылмаштарни вара производительсемшӗн çӗнӗ майсем уçнă. Çавăнпа производство хăватне сыхласа хăварнă кăна мар, ӳстернӗ те иккен вӗсем.
Йӗркелӳ комитечӗн экспертсен комиссийӗ ӗçе пӗтӗмлетсе 163 лауреата, 129 – I степеньлӗ , 79 II степеньлӗ дипломанта палăртнă. Вӗсен списокне «ЦСМ Татарстан» ФБУ сайтӗнче пичетленӗ.
Аса илтеретпӗр, хальхи вăхăтра «Раççейӗн чи лайăх 100 таварӗ» конкурса заявкăсене йышăнасси вӗçленсе пырать. Тутарстан ку конкурса таварсемпе услугăсем тăратассипе акă ӗнтӗ нумай çул Раççейре малта пырать. Республикăн тавар производителӗсем ăнăçлă ӗçленине кăтартать ку.
Тутарстан Республикин стандартизаципе метрологи тӗрӗслевӗн центрӗн пресс-служби
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев