Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн Экономика министерстви районсен рейтингне хатӗрленӗ

Ун тăрăх республикăри районсем 2022 çулта мӗнлерех аталаннине курма пулать

Тутарстан предприятийӗсем пӗлтӗр 4,6 триллион тенкӗлӗх продукци туса кăларнă. Çак суммăран 1,7 триллионӗ Элмет районӗн пайӗ. Вăрттăнлăхне те нумай шырамалла мар-тăр, çак районта «Татнефть» организацие регистрациленӗ, пӗлтӗр унăн тухăçӗ самай ӳсрӗ. Пысăк предприятисемлӗ Анат Кама (883 млрд тенкӗ), Елабуга (198,8) районӗсем тата Хусанпа (643,9 млрд тенкӗ) Çырчалли (578,8 млрд тенкӗ) малта пыраççӗ.   
Ял хуçалăх отраслӗ виçӗмçул 151 млрд тенкӗлăх продукци туса илнӗ пулсан, пӗлтӗр ялтисен тухăçӗ 211 млрд тенке çитнӗ. Çавна пула муниципаллă бюджетсен тупăшӗсем те ӳснӗ. 
Пӗлтӗрхи инвестицисен калăпăшӗ 450 млрд тенке çитнӗ, виçӗмçул 405 миллиардчӗ. 
Рейтингра пӗрремӗш вырăна Элмет районӗ тухнă, вăл Хусана хăйӗн пӗлтӗрхи виççӗмӗш вырăнне куçарса лартнă. Лайăш районӗ çирӗппӗн иккӗмӗш вырăнта пырать. Тукай, Çӗнӗ Шуçăм, Пестрецы, Тури Услон районӗсем те малтисен ретӗнче. 
Иртнӗ çулталăкра 18 район рейтингри хăйсен пӗлтӗрхи вырăнӗсенчен çӳлелле хăпарнă, 24-шӗ аннă.  
Яллă районсенчен Кайпăç муниципалитетне палăртмалла. Пӗлтӗр вăл 45-мӗш вырăнта пынă пулсан, кăçал чылайăшӗнчен иртсе кайса 15-мӗшне çӗкленнӗ. Ял хуçалăхӗ кăна 2,6 млрд тенкӗ таран тупăш панă, пӗлтӗрхинчен икӗ хут ытларах. Бюджет кунта самай тупăшпа тулнă, инвестицисем те сахал мар (2,8 млрд тенкӗ) кӗнӗ. Çакнашкал ӳсӗме район витӗр М-12 пысăк хăвăртлăхлă трасса иртнипе çыхăнтарма пулать. 
16 позици çӳлерех Лениногорски (14-мӗш вырăн) тата Нурлат (24-мӗш вырăн) районӗсем хăпарнă. 
Рейтингра çиçӗм пек çӳлелле хăпаракансен хушшинче çавăн пекех аяла анакансем те пур. 20 позици çухатса 32-мӗш вырăна Актаныш районӗ анса ларнă, Пăва районӗ те 13 позици çухатнă. Мамадышпа Рыбно-Слободски районӗсем те 11 позици аяла аннă.   
2022 çул кăтартăвӗсемпе юлашки вырăнта Балтаси районӗ пырать. Унпа пӗрле аутсайдерсен ретӗнче Çӗпрел, Арск, Агрыз районӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев