ТУТАРСТАНĂН ФЛОЧӖ ЯЛАНАХ ПУЛНĂ
Юханшывсем тăрăх пассажир турттарасси, шалти тата тулашри туризма аталантарасси – республикăн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри.
Юханшывсем тăрăх пассажир турттарасси, шалти тата тулашри туризма аталантарасси – республикăн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Çак задачăна пурнăçлас шутпа нумай пулмасть «Тутарстан Республикин флочӗ» АО йӗркеленӗ. Кун çинчен ТР çул-йӗрпе транспорт министрӗпе Фарит Ханифовпа «ТР Флочӗ» АО ертӳçи Роман Лизалин «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗç.
Тутарстанра шыв-шур флочӗ яланах пулнă-ха, вăл пассажир тата тиев турттарассине пӗрлештерсе тăнă. Кăçал вара 100 проценчӗпех республика харпăрлăхӗнчи пассажир флотилине йӗркелеме йышăннă. Çак утăма тума пӗлтӗр июнь уйăхӗнче Санкт-Петербургра иртнӗ экономика форумӗнче Тутарстан, Чăваш Ен, Марий Эл республикисен, Самар тата Ульяновск облаçӗсен Правительствисемпе Туризм енӗпе федераллă агентство регионсен хушшинчи «Аслă Атăл çулӗ» туризм проектне туса хурассипе килӗшӳ туни хистенӗ. Мӗншӗн тесен шăпах çак килӗшӗвӗн пӗр условийӗпе регионсен хушшинче шыв-шурпа пассажир турттарассине йӗркелемелле-мӗн.
Тутарстан ку проектра пысăк вырăн йышăнасси паллă, пӗрремӗшӗнчен, икӗ пысăк юханшыв пӗрлешнӗ вырăнта вырнаçнă, иккӗмӗшӗнчен, карапсем калăплакан хăйӗн проектпа конструктор бюровӗ, кимӗ-карап тăвакан завочӗ тата шыв-шур транспортне çӳретекен специалистсене хатӗрлекен вӗрентӳ учрежденийӗ пур. Республика «Атăлпа Кама тăрăх кимӗ-карап çӳретекен пӗрлехи компани» туса хурассипе çул-йӗр карттине хатӗрленӗ те ӗнтӗ. «Атăл çыранӗнчи регионсене пурне те унта кӗме сӗнетпӗр. Кимӗсене пӗр баланса илекенни мар, кимӗ-карап çӳретес системăна йӗркелесе тăракан компани пулмалла вăл, акционерсен шутӗнче регионсем хăйсем тăмалла. Шыв-шур çулне лайăх тӗпченӗ хыççăн ăçта «Метеорсем», ăçта «Валдай» пек кимӗ-карапсем ярассине пӗрле йышăнмалла пирӗн. «Валдай» пек кимӗсен, тӗслӗхрен, Кама юханшывӗнче ишме хăвачӗ çителӗксӗр», – терӗ министр пӗрлехи компанин тӗллевне ăнлантарса.
Пассажирсене шыв-шурпа турттарасси çине Раççейре тимлӗх ӳснӗрен Тутарстан хӗрринче юлаймасть, апла-тăк, çӗнӗ карапсем туяннисӗр пуçне инфраструктурăна, дебаркадерсене çӗнетмелле. Шăпах «ТР Флочӗ» АО çак тивӗçе хăй çине илет те. Юлашки 50 çулта нимӗнле юсав та пулман причалсемпе дебаркадерсем те пур-ха пирӗн. Çӗнӗ проекта республика 2 миллиард тенкӗ таранах уйăрма йышăннă. Çак укçапа туяннă пӗрремӗш пысăк хăвăртлăхлă «Метеор – 2020» карапа тата ишсе пынă май хăй тайнă таран шыв тӗксе кăларакан А-217 пăрахута компание июнӗн 1-мӗшӗнче пачӗç, çак уйăхрах тепӗр çӗнӗ метеор вӗсен ретне тăрӗ. Министр сăмахӗпе, 2025 çул тӗлне çӗнӗ флотилире 6 çӗнӗ метеор пулмалла. Чăн та, «ТР Флочӗ» АО тулли хăватпа çитес çултан кăна ӗçлеме пуçлать-ха, хальхи вăхăтра вара çӗнӗ карапсене ӗçлеттерсе тӗрӗслес тата капитансем хатӗрлес енӗпе ӗç пырать.
Роман Лизалин пӗлтернӗ тăрăх, «ТР Флочӗн» планӗсем пысăк: шалти тата тулашри туризма ӳстерсе пассажирсен шутне 2025 çул тӗлне 500 пине (халӗ 330 пин) çитермелле, хулаçум маршручӗсемсӗр пуçне регионсен хушшинчи, çав шутра круиз маршручӗсемпе ӗçлемелле, билет сутас-туянас системăна çӗнетмелле. Килес çул навигаци уçăлнă пӗрремӗш кунранах билетсене онлайн мелӗпе кăна сутма тытăнасшăн вӗсем. Пăрахут-кимӗсем социаллă транспорт пулнăран, хаксем çаплах юлассине шантарчӗ Фарит Ханифов.
Уйăрнă укçаран хальхи вăхăтра икӗ «Метеор» тата А-217 туяннă, ыттипе «Москва», «Ом» пăрахутсене тата причал инфраструктурине юсӗç. Ӗç пуçланнă, çӗнӗ дебакардерсен проекчӗсем, тӗслӗхрен, хатӗр. ТР Раисӗ Р.Минниханов «Москва», «Ом» карапсене улăштармалли майсем шырама та хушнă. М.Горький ячӗллӗ кимӗ-карап тăвакан завод ку енӗпе ӗçлеме хатӗр, çулталăкне 10-шар карап кăларма хăвачӗ çитет унăн.
Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев