Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУТАРСТАНĂН ТА ТӖРЛЕНӖ КАРТТИ ПУЛӖ

Кӳршӗллӗ Чăваш Енӗн тӗслӗхӗ республика ертӳçисене питӗ килӗшнӗ.

Ку çулта республикăра иртекен наци уявӗсен чăн пӗлтерӗшне тӗпе хурса вӗсен концепцине улăштарма йышăннă. Ку тӗлӗшпе ятарласа ӗç ушкăнне йӗркеленӗ, ăна ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева ертсе пырать. Тӗллевӗ – наци праçникӗсемпе йăли-йӗркисен чăнлăхне, историлле тӗрӗслӗхне упраса хăварасси. Çакăн пирки каларӗ ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра культура министрӗ Ирада Аюпова. 

Пресс-конференцие унсăр пуçне Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев, Хусанти Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, Тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗн Ӗçтăвкомӗн председателӗ Данис Шакиров, Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен институчӗн ректорӗ Роза Ахмадиева, А.С.Пушкин ячӗллӗ Вырăс культура центрӗн директорӗ Галина Елистратова хутшăнчӗç.

Тутарстанра 2023 çула Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗ тесе палăртнине кура кӳршӗллӗ республикăсемпе пӗрлехи мероприятисем нумай ирттерме планланă, çав шутра хăш-пӗрисен тӗслӗхӗпе усă курма та. Культура министрӗ кăçал Чăваш Ен тӗслӗхӗпе Тутарстанăн тӗрленӗ карттине хатӗрлессине пӗлтерчӗ. Кашни муниципаллă район наци тытăмне, вырăнти йăла-йӗркесене тӗпе хурса карттăна тӗрлеме тивӗç. Тӗс, тӗрӗ енӗпе нимӗнле чару та çук, вăл район хăйевӗрлӗхӗнчен, наци тытăмӗнчен килет. Пӗртен-пӗр услови – палăртнă калăпăшран тухса каймалла мар. Кайран пайсене пӗрле çӗлесе çулталăк вӗçӗнче Тутарстанăн тӗрленӗ карттине хăтлама палăртнă. 

Иван Яковлев Тутарстаншăн пӗлтерӗшлӗ

Ирада Аюпова чăваш халăхӗн Аслă Вӗрентекенӗн Иван Яковлевăн 175 çуллăхӗ те республикăшăн пӗлтерӗшлӗ пулнине асăнса хăварчӗ. «Пӗлтӗр эпир Чăваш Республикипе Хусан обвочӗпе Сăр чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине анлăн палăртрăмăр. Кăçал Иван Яковлевăн юбилейлă датине палăртассипе пӗрле ӗçлетпӗр. Теччӗ районӗнче çуралса ӳснӗ чăваш халăх просветителӗн ӗçӗсем Тутарстанăн наци культуришӗн, паллах, чăвашсемшӗн, пысăк пӗлтерӗшлӗ», – терӗ культура министрӗ. 

2000-мӗш çулсенче Хусанта тӗрлӗ çӗршывра пурăнакан халăхсене пӗрлештерекен «Сотворение мира» рок-фестиваль иртетчӗ. Ирада Аюпова сăмахӗпе, кăçал ăна çӗнӗрен чӗртсе тăратма шутланă. Хăй вăхăтӗнче хула халăхӗ бюджет укçи-тенкине шутламасăр тăкаклаççӗ тесе шавланипе фестивале хупнăччӗ. Халӗ ăна грант шучӗпе ирттерме май пур. «Асăннă грант федераллă бюджет шутӗнчен пулать. Ку вăхăтра ун программине хатӗрлессипе ӗç пырать. Каярах пӗлтерӗпӗр мӗнле пулассине», – хыпарларӗ Ирада Аюпова. Культура министрӗн тепӗр ӗмӗчӗ тутар музыка театрне йӗркелессипе çыхăннă. Ун валли малтанласа репертуар хатӗрлемелле, вара хăш театрта никӗслемеллине татса памалла. Тинчурин театрӗнче пулӗ-и вăл е Камал театрӗнче тӗпленӗ? Хальлӗхе ку ыйтусене татса паман. 

 

Атăлçи халăхӗсен фестивалӗ Аксура пулать

Константин Яковлев ТР Халăхсен ассамблейин ӗçӗсемпе паллаштарчӗ. 

«Тутарстан – нумай нациллӗ республика. Кунта пурне те, халăх йышӗ мӗн чухлӗ пулсан та, аталанма май параççӗ. 2023 çула Тутарстан Халăхсен ассамблейин ӗç планӗ хатӗр. Наци праçникӗсем вырăссен Каравонӗнчен пуçланаççӗ. Вăл Лайăш районӗнчи Никольское ялӗнче майăн 28-мӗшӗнче иртмелле. Агрыз районӗнче Семык, Кукмор районӗнче Гырон Быдтон, Хусанпа кашни муниципаллă районта Сабантуй, Теччӗре мордвасен Валда Шинясӗ, Ешӗлварта вырăссен Иван Купали иртеççӗ. Чăвашсен Уявӗ пӗлтӗрхи пекех Элкел районӗнчи Сиктӗрмере пулать. Наци праçникӗсем яланхи йăлапа крешӗнсен Питравӗпе вӗçленеççӗ. Çывăх вăхăтра, мартăн 19-мӗшӗнче, Хусан ипподромӗнче Навруз пулать. Унта сире пурне те чӗнетпӗр», – терӗ Константин Яковлев.  

Ассамблея Ӗçтăвкомӗн ертӳçи пӗлтернӗ тăрăх, кăçал Атăлçи халăхӗсен «Семицветик» фестивалӗ пулмалла. Ăна Аксу районӗ йышăнать. Фестиваль ятне ахальтен паман, Атăлçире ӗмӗртен кӳршӗлле пурăнакан 7 халăха халалланă ăна.   

Галина Елистратова наци уявӗсен хăйнеевӗрлӗхне упраса хăварассипе вырăссен пӗрлешӗвӗ ятарласа экспедицисем йӗркелеме палăртни çинчен каласа пачӗ. Ӗç ушкăнӗ районсенчи ял-хуласене тухса  çӳресе ватă çынсенчен хаклă материалсем пуçтарӗ: сăвви-юррине, йăла-йӗркесемпе çыхăннă информацие. «Пирӗн тӗллев – ватă çынсемпе тӗл пулса ӗлӗкхи çинчен ыйтса пӗлесси. Пуçтарнă материалсене эпир районсемпе те пайлăпăр», – пӗлтерчӗ Вырăс культура центрӗн директорӗ.  

 

Районсен культура кунӗсем иртӗç

Пресс-конференцие хутшăннă кашни спикер хăй ертсе пыракан ведомствăра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне хатӗрленӗ ӗç программипе паллаштарчӗ. Культура министерствипе «Тутарстан Республикин культура сферине инновацисем кӗртессипе тата йăла-йӗркесене упрассипе ресурс центрӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗ пӗрле этнофестивальсен карттине йӗркеленӗ. Унта пурӗ 80 фестиваль кӗнӗ. Унсăр пуçне ТР муниципаллă йӗркеленӗвӗсен Культура кунӗсене çӗнӗрен чӗртсе тăратма шутланă. Министр шучӗпе, вăл муниципаллă йӗркеленӳсен культура аталанăвне хавхалантарма, историпе культура еткерне упраса хăварма пулăшнисӗр пуçне районăн инвестицилле тата туризм илӗртӳлӗхне ӳстерме май парать. Конкурс мартăн 31-мӗшӗнчен пуçланса сентябрӗн 30-мӗшӗччен Хусанти 13 площадкăра пырӗ. Çапла Хусанта пурăнакансемпе пӗрле туристсемпе хăнасен те Тутарстанăн районӗсемпе историпе культура куравӗсем, турист маршручӗсене тата наци апат-çимӗçне хăтлани, халăх ӳнер промысли тата ытти урлă паллашма пулать. Мероприятисен графикне Культура министерствин сайтӗнче тата ведомствăн социаллă сетьсенчи страницисенче тупма пулӗ. Çывăх вăхăтра Лениногорск районӗ  хăйпе паллаштарӗ, хăтлав мероприятийӗ мартăн 31-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче пулать. 

 

Ирина ТРИФОНОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год национальных культур и традиций в Татарстане