Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 2025 çулта 120 канмалли кун пулать

ТР Ӗç тата социаллă хӳтлӗх министерствин пресс-служби 2025 çулхи производство календарьне пичетленӗ.

Унпа килӗшӳллӗн, Çӗнӗ çул уявӗсем январь уйăхӗн 8-мӗшӗччен тăсăлӗç. Канма вара декабрӗн 29-мӗшӗнчен пуçлăпăр.

Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ (вырсарникун),  Халӑхсен хушшинчи хӗрарӑмсен кунӗ (шăматкун) тата  мăсăльмансен Ураза-байрам уявӗ (вырсарникун) канмалли кунсене лекнипе февральпе март уйăхӗнче ытларах канмăпăр.

Май уйăхӗнче 1 – 4-мӗшӗсем тата 8 – 11-мӗшӗсем канмалли кунсем пулаççӗ.    Июнь уйăхӗнче  эрнекун мăсăльмансен Курбан-байрам уявӗ пулнипе 6 – 8 мӗшӗсенче тата Раççей кунӗ пулнипе 12 – 15-мӗшӗсенче канăпăр.

Тутарстан Республикин Кунӗ шăматкуна лекнипе август уйăхӗнче пӗр кун ытларах канмăпăр.

Кӗркунне Тутарстанра пурăнакансем ноябрь 2 – 4-мӗшӗсенче тата 6-мӗшӗнче канăпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: труд