Тутарстанра 2025 çултан нумай хваттерлӗ çуртсенче эрех суттармаççӗ
Тутарстанра нумай хваттерлӗ çуртсенче тата вӗсен çывăхӗнче каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 10 сехетчен эрех сутма чараççӗ. ТР Патшалăх Канашӗ июлӗн 11-мӗшӗнче иртнӗ ларура çакăн çинчен закон проектне йышăннă. Сăмах кунта нумай хваттерлӗ çуртсенче вырнаçнă обществăлла апатлану заведенийӗсем, уйрăмах черккепе сутаканнисем, пирки. Чару ресторансене пырса тивмест.
ТР Патшалăх алкоголь инспекцийӗн ертӳçин çумӗ Рустем Арсланов пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра республикăра сăра, сидр, симпыл тата ытти алкогольлӗ шӗвексене сутакан 1,4 обществăлла апатлану заведенийӗнчен 299-шӗ (çав шутран 54-шӗ ресторан) нумай хваттерлӗ çуртсенче вырнаçнă. Чи нумаййи — Хусанта (186).
Закон проекчӗн авторӗсен шучӗпе, чару нумай хваттерлӗ çуртсенче пурăнакансен пурнăçне лайăхлатнисӗр пуçне çӗрлехи криминала чакарма пулăшӗ. Çавăнпах та пуль депутатсем документа пӗр саслăн ырласа тӗрев панă. Закон проекчӗ ыран-паянах мар, тӳрлетӳсем кӗртсен тин, 2025 çулхи мартăн 1-мӗшӗнчен вăя кӗмелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев