Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 243 пин çын санитари икӗ уйăхлăхне хутшăннă

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен республикăра ТР Раисӗ Рустам Минниханов хушнипе санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ иртет. Çак вăхăтра субботниксене 243 пин çын хутшăннă. Муниципаллă йӗркеленӳсем 212 пин кубометра яхăн çуп-çап пуçтарнă. Кун пирки ТР Экологипе çутçанталăн ресурсӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Çутçанталăка сыхлакан ведомствăсем 2184 хутчен йӗркене пăснине тупса палăртнă, вӗсенчен 656-шӗ – юраман вырăнта çӳп-çап пăрахни. Пурӗ административлă йӗркене пăсни çинчен 1473 протокол тата 369 асăрхаттару çырса панă.

Министерство  «Безопасность дорожного движения» Патшалăх бюджет учрежденийӗпе пӗрле çул хӗррисене тата çул çумӗнчи чару вырăнӗсене тӗрӗслес ӗçе те йӗркеленӗ. Вӗсем Балтаси, Тукай, Лениногорск, Çӗнӗ Шуçăм, Муслюм, Пăва, Пӗкелме, Арск, Алексеевск тата ытти районсене 38 хут çитнӗ. Республикăра транспортпа ӗçлекен компанисем çул хӗрринчен 4865 кубаметр çӳп-çап пуçтарнă. Ку ӗçе 2 805 çын тата 246 ятарлă машина хутшăннă. Çавăн пекех 14 района сывлăшран тӗрӗсленӗ: Лайăш, Çӳлту, Арск, Балтаси, Атня, Тюлячи, Рыбно-Слободски, Чистай, Анат Кама, Заинск, Сарман, Пӗкелме, Лениногорск тата Çӗнӗ Шуçăм.

Йӗркене пăснине палăртма вырăнта пурăнакан çынсем хăйсем те  пулăшаççӗ. Икӗ уйăхлăх пуçланнăранпа экоприемнăйне 539 обращени килнӗ. Вӗсенчен 224-шӗ  çуп-çапа юраман вырăнта пăрахнипе, 70-шӗ – шыв объекчӗсемпе çыхăннă. 57 хыпар сывлăш пахалăхӗпе килнӗ, 188-шӗ ытти ыйтусемпе çыхăннă. Çулталăк пуçланнăранпа тутарстансенчен пурӗ 1160 обращени  килнӗ.

Çитес эрнере республикăн тата 5 районне  çитсе тӗрӗслевсем ирттерме палăртнă. Санитари икӗ уйăхлăхӗ майăн 31-мӗшӗччен пырать.

ТР Экологипе çутçанталăн ресурсӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минэкологии рт #санитарно-экогологический двухмесячник