Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 90 студент, аспирант тата курсант ятарлă стипенди илӗç

Пӗрлехи указа ТР Раисӗ Рустам Минниханов алӑ пуснӑ.

«Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн сӗнӗвӗсене пӑхса тухнӑ хыççӑн çапла йышӑнатӑп: вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пынӑшӑн, наукӑпа практика конференцийӗсенче тата предмет олимпиадисенче çӗнтернӗшӗн тата малти вырăнсем йышăннăшăн 2022-2023 вӗренӳ çулсенчи пӗтӗмлетӳсем тăрăх 2023-2024 вӗренӳ çулӗсенче Тутарстан Республикин ятарлӑ патшалӑх стипендийӗсене памалла», — тенӗ документра.

Ятарлă стипенди илме 22 аспирант, аслă шкулсен 44 студенчӗ, тӑватӑ курсант тата колледжсенче вӗренекен 20 студент тивӗçнӗ.

Тӗслӗхрен, стипенди илекенсен шутӗнче Хусанти федераллӑ университетӑн, КНИТУ-КАИ, КНИТУ-КХТИ, Хусанти архитектурӑпа строительство университечӗн, Хусанти медицина университечӗн, Хусанти энергетика университечӗн, Хусанти Тимирясов ячӗллӗ инноваци университечӗн студенчӗсемпе аспиранчӗсем, çавӑн пекех Патшалӑх пушарлăхĕн службин академийӗн тата Хусанти танк училищин курсанчӗсем.

Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование