Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 914 пин пенсионер пурăнать

Йăлана кӗнӗ тăрăх, октябрӗн пӗрремӗш вунă кунӗнче эпир Аслисен декадине паллă тăватпăр. Çак акцин тӗп тӗллевӗ – ваттисене тимлӗх уйăрасси, вӗсен нушисене, кăмăлӗсене пӗлесси, йывăрлăхӗсене татса пама пулăшасси, çулланнă çынсен пӗлӗвӗсем, ăс-хакăлӗ калама çук хаклă пулнине тепӗр хут аса илесси.

Паянхи куна пирӗн республикăра пенсие тухас чикӗрен иртнӗ 914 пин çын пурăнать. Вӗсенчен 157-шӗ кăçал ӗмӗрхи юбилейне паллă тăвать.

Тутарстанри ватăсен чылай йывăрлăхне республикăри социаллă отрасль татса парать. Социаллă тӗрев паракан службăсен ӗçне пӗтӗмӗшле илсен аслă ăрури çынсен пурнăçӗн пахалăхне ӳстерме тӗлленӗ. Интернатсенче пурăнакан ватăсене Тутарстанра пысăк тимлӗх уйăраççӗ, ваттисен çурчӗсенче килти пек хăтлă условисем. Хальхи вăхăтра республикăри 26 интернатра 1800 ытла пенсионер пурăнать.

Федераллă «Аслă ăру» проекта тата «Демографи» наци проектне пурнăçа кӗртсе ваттисене пулăшу кӳрессине лайăхлатаççӗ: пур çӗрте те аслисене «Пăхас шкулсем» йӗркеленеççӗ. Йывăр чирлӗ çынна пăхма тăванӗсене ятарлă оборудованипе вӗрентеççӗ. 2019-2022 çулсенче утайман граждансене килӗсенче пăхма 6,5 пин çын вӗреннӗ. Практика çак технологи питӗ кирлине кăтартрӗ.

Социаллă пӗчченлӗхе профилактикăласа республикăра ватă çынсемпе инвалидсене улттăмӗш çул тăтăш усрав çемьесене илеççӗ.  Паянхи куна 33 муниципаллă районра çакнашкал 34 çемье пур.

65-рен иртнӗ çынсене диспансеризаци иртме медицина организацийӗсене илсе çитерес программа ӗçлесе кайни те нумайăшне савăнтарнă. 2019-2021 çулсенче районсенчи поликлиникăсене 146,2 пин ватă çынна тӳлевсӗр кӳрсе леçсе янă, кăçал çак çăмăллăхпа ялсенчи 56,5 пин çын усă курнă.

«Демографи» наци проекчӗ тăрăх, пенси çулне çывхаракан 50 çултан иртнӗ çынсен тӳлевсӗр квалификацине ӳстерме пулать, çавăн пекех çӗнӗ профессие алла илме те. 2021 çулта хушма професси пӗлӗвӗ илме çак категорири 3501 çын пултарнă. Çавăн пекех республикăра пенсионерсене компьютерпа та ӗçлеме вӗрентеççӗ.
Константин Малышев сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев