Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «Агрометеомониторинг» пилотлă проект ӗçлеме тытăннă

2025 çулта Тутарстанра «Агрометеомониторинг» пилотлă проект хута кайнă. Агрономипе тата метеорологипе çыхăннă чи пысăк проект вăл Раççейре. Унпа килӗшӳллӗн, республикăра çутçанталăк условийӗсене пухса анализ тăвакан 100 ытла станци ӗçлӗ.

Проекта ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пулăшăвӗпе «Ростелеком» ПАО пурнăçлать.

«Эпир строительствăн пӗрремӗш черетне çулла вӗçлесе тӗрӗслесе пăхмата ӗлкӗртӗмӗр. Çулталăк вӗçленнӗ тӗле республикăн кашни районӗнче пурӗ 100 ытла метеостанци вырнаçтарма планлантпăр. Ял хуçалăх отраслӗн ӗçченӗсем çак цифра йышăнăвӗн лайăх енӗсене хаклӗç»,– тенӗ «Ростелеком» ПАО Тутарстанри филиалӗн директорӗ Павел Гонцов Kazan Digital Week форумра.

Проектăн тӗп тӗллевӗ ăна агрострахованире усă курасси-мӗн. Çак метеомониторинг мелӗ çутçанталăкăн япăх условийӗсене, хурт-кăпшанкă ӗрчессине вăхăтра асăрхаса вăл страхлав пулăмӗ пулнипе çуккине палăртма май парӗ. Пилотлă режим вăхăтӗнче нормативлă базăна тӳрлетӳсем те кӗтӗç. Ун чух страхлав ыйтăвне татаса панă чух çак даннăйсем официаллă информаци пулӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество