Тутарстанра апрель уйăхӗнче кайăк-кӗшӗке тытма сунар сезонӗ уçăлать
Март уйăхӗн 26-мӗшӗнчен кайӑк-кӗшӗк тытма ирӗк паракан документа илме пулать. Кун валли Тутарстанри нумай функциллӗ центра каймаллине ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет.
Хăварпа пӗрле заявлени, паспорт, сунар билечӗ, пошлинă тӳлени ҫинчен калакан квитанци (650 тенкӗ), сунара ăсан тытма çӳретӗр пулсан хушма тӳлев çинчен калакан квитанци пулмалла. Хӑвӑр вырăнна урăх çынна ярсан, доверенность çырма ан манăр. Банк картти урлă тӳрех МФЦра ирӗк панӑшӑн тӳлесен авантарах.
Апрелӗн 5-мӗшӗнчен майӑн 6-мӗшӗччен кӑвакал аҫисене, апрелӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен шывра ишекен кайӑксене, апрелӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен вăрманта пурăнакан вӗçен кайăксене тытма пулать.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев