Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра апрелӗн 25 – майăн 2-мӗшӗсенче «Асăну сачӗ» акци иртет

Площадкăсене вăрман фончӗсенче, ял-хулара йӗркелеççӗ. Акцие власть органӗсене, муниципалитетсене, çамрăксен пӗрлешӗвӗсене тата шкул пӗтерекен çамрăксене явăçтарасшăн.

Акцие кăçал Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн, Тутарстанри Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланă. Пӗлтӗр республикăра çак акци вăхăтӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен таврăнман 378 пин салтака халалласа 1,5 миллион хунав лартнă. Ку ӗçе 30 пин ытла çын хутшăннă.

Кăçал «Асăну сачӗ» акци çиччӗмӗш хут иртет. Раççейре тата чикӗ леш енче пурӗ 27 миллион хунав – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче вилнисен шучӗпе – лартасшăн. Çавăн пекех ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисене халалланă асăну аллейисене йӗркелесси çине те пысăк тимлӗх уйăрӗç.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сад памяти