Тутарстанра ӗç шыракана 22-23 ваканси сӗнме пултараççӗ
Тутарстан халăха ӗçпе тивӗçтерессипе Атăлçире малта пыракан регионсен шутне кӗнӗ. Кун пирки ТР Регион управленийӗн центрӗнче иртнӗ тӳрӗ эфирта ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова пӗлтернӗ.

«Ӗçпе тивӗçтерессин шайӗ пысăк пулнине куратпăр, 2 миллион та 43 пин çын экономикăра тăрăшать. Юлашки çулсенче тата 65 пин çынна ӗçе кӗртрӗмӗр. Ку питӗ пысăк кăтарту, паян халăха ӗçпе тивӗçтерес шай 62 процента танлашать. Эпир малта пыракан виçӗ регион шутне кӗретпӗр, пӗтӗмӗшле илсен ку цифра çӗршыври вăтам кăтартуран та пысăкрах», – пӗлтернӗ вăл.
Хальхи вăхăтра регионти ӗç рынокӗнче ӗç паракансем 86 пин ваканси сӗнеççӗ. Çав хушăрах 3 800 çын ӗç шыраса центра пынă.
«Апла пулсан ӗçпе тивӗçтерекен центрта учетра тăракан кашни ӗç шыракана суйлама 22-23 ваканси сӗнме пултаратпăр. Ӗç укçи те самай пысăк», – каласа хăварнă Эльмира Зарипова.
Регионти ӗç рынокӗнче 27 пин вакансие тирпейлекен промышленность предприятийӗсем тăратнă. Строительствăра тата çурт-йӗрпе коммуналлă сферăра 20 пин ытла ваканси пур. Тата 6,5 пин ытла ваканси – бюджет отраслӗсенче, çав шутра сывлăх сыхлавӗпе вӗрентӳре. Транспорт предприятийӗсенче пӗр пин ытла çын кирлӗ, ял хуçалăхӗнче – 1,2 пин çын.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев