Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра çамрӑк натуралистсен слёчӗн çӗнтерӳçисене чысларӗç

Ноябрĕн 7-мĕшĕнче Хусан çывăхӗнчи «Байтик» ача-пăча лагерӗнче Тутарстанри çамрӑк натуралистсене ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков чысланă.

Тутарстанра юннатсен юхӑмне 2018 çулта çӗнӗрен йĕркелесе янă, шӑпах çавӑн чухне республика юнначӗсен пӗрремӗш слёчӗ пулнă та. Кӑçал слет улттӑмӗш хут иртнĕ. Вӑл республикӑн 20 районĕнчен 250 ытла ачана пуçтарнӑ. Тутарстанра пĕтĕмпе халӗ 2 пин ытла çамрӑк натуралист.

Виçӗ кун хушшинче ачасем наукӑпа тӗпчев проекчӗсене хӳтӗленӗ, мастер-классемпе семинарсене, квестсемпе вӑйӑсене хутшăннă.

Жюри пурĕ 80 ытла проект пӑхса тухнӑ.

«Чи лайӑх наукӑпа тӗпчев ӗçӗ» конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Кукмор районӗнчи Лубянскри вӑтам шкулта вӗренекен Яна Баранова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Юннатсен чи лайӑх отрячӗ Мамадыш районӗнчен килнӗ «Экольс» отряд пулнӑ. Вӗрентекенсем валли ирттерекен «Заповедные тропы» конкурсра пӗрремӗш вырӑна Хусанти Приволжски районӗн 35 № лицей çумӗнчи «Галактика» вӗрентӳ центрӗн педагогне Елена Князькинăна панă. «Тӑван тавралӑх экологийӗ» конкурс çӗнтерӳçисем — Хусанти 35№ лицейра вӗренекен Камиля Ганибаевӑпа Малика Валеева. «Тӑван ен тӗпчев ӗçӗн чи лайӑх ӗçӗ» конкурсра пӗрремӗш вырӑна «Адымнар — путь к знаниям и согласию» полингваллă комплексăн воспитанникĕ Артур Дегтярёв тивĕçнĕ. Çамрӑк натуралистсен чи лайăх дневникӗ Муслюмов районӗнчи Ислам Бариевăн.

Аса илтеретпӗр, юннат юхӑмӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин пулӑшнипе Раççейӗпех çӗнӗрен чӗрӗлет. 2022 çулта Владимир Владимирович Пӗтӗм Раççейри «Экосистема. Заповедный край» çамрӑксен экологи форумра çамрӑк натуралистсен юхӑмне çӗнӗрен чӗртес шухӑша ырланӑ.

Сăнӳкерчӗк eco. tatarstan. ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология