Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра чăваш хӗрарăмӗсен «Илемпи» республика конкурсӗ пулать

Чăваш хӗрарăмӗсем республикăн кашни сферинче тăрăшсан та вӗсене ятарласа тимлӗх уйăрни пулман. ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ çак çитменлӗхе пӗтерсе кăçал апрель уйăхӗнче республикăри чăваш хӗрарăмӗсен «Илемпи» конкурсне ирттерме йышăннă. Кун çинчен Союзăн ертӳçи Сильвия Николаевна Чаркина февралӗн 27-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче, чăваш мероприятийӗсене ирттерме пулăшакан арçын-спонсорсене иртсе кайнă Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗпе саламланă чух пӗлтерчӗ.

Сăмах май, хăйсене пулăшакан чăваш арçыннисене çапла ятарласа пӗр кӗрекене пухса чыслани хальччен пулманччӗ-ха. Ăш-пиллӗ тӗлпулу Чăваш хӗрарăмсен союзӗн ертӳçин çумӗ, Хусанти «Heaven» илем студийӗн ертӳçин Ирина Васильевна Порфирьеван тата союз пайташӗн, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн Ирина Федоровна Трифонован пуçарăвӗпе иртрӗ.

Татьяна Шакмакова бизнес-тренер вăйă мелӗпе пӗр-пӗринпе çывăхрах паллаштарни пухăннисене малашне туслă, ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеме пулăшасси иккӗлентермест. Мӗншӗн тесен нумайăшӗ пӗр-пӗрне хальччен палламан.

Аса илтеретпӗр, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш хӗрарăмсен союзӗ йӗркеленнӗренпе виçӗ çул кăна-ха, апла пулсан та республикăн обществăлла ӗçне хастар хутшăнать. Ятарлă çар операцийӗнчи ентеш-салтаксене гуманитари пулăшăвӗ пухса ăсатнинчен пуçласа республика шайӗнчи проектсем таранах. Чи пысăк ӗçсенчен республика Уявне асăнмалла пуль кунта. 2025 çулта Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен çулталăкне халалласа Нурлатра иртнӗ çак мероприятин прологӗ çав тери чуна тивмелле иртни чăн малтан Союзăн тивӗçӗ. Сценарине «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзăн председателӗ Ирина Федоровна Трифонова çырчӗ (вăлах уяври литература фестивалӗн авторӗ те), тӗп режиссерӗ вара яланхи пекех Союзăн ертӳçи, Туслăх Çурчӗн тӗп режиссерӗ Сильвия Николаевна Чаркина пулчӗ. Раççейӗпех кӗрленӗ тепӗр проектра та пур чăваш хӗрарăмӗсем. Республикăн XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринче XX ӗмӗр пуçламăшӗнче пурăннă тӗп халăхсен – вырăс, тутар, чăваш, мари, удмурт – тумӗсене çӗнӗрен чӗртес ӗçе ТР Наукăсен академийӗн Г.Ибрагимов ячӗллӗ Чӗлхе, литература тата искусствăсен институчӗн искусствоведени кандидачӗ Людмила Михайловна Шкляева хутшăннă. Хисеплӗ искусствовед ытти ӗçтешӗсемпе пӗрле 100 ытла музей экспонатне тӗпчесе чăвашсен историлле 7 костюмне хатӗрленӗ. Нумай наука ӗçӗн авторӗ вăл. Людмила Михайловна хăй те килнӗччӗ тӗлпулăва, ӗçӗпе паллаштарнă май чăваш культурине малалла тӗпченине пӗлтерчӗ.

Чăваш культурине упраса хăварас тӗлӗшпе Тутарстан чăвашӗсен «Чăваш пики» конкурсне «Асанне арчи» пай та кӗртнӗ хальхинче. Конкурсантсем унта асламăшӗ-кукамăшӗсен авалхи чăваш тумӗсене кăтартаççӗ. Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн чи курăмлă ӗçӗсем кăна-ха кусем, курăнманни тата мӗн чухлӗ. Чи пӗлтерӗшли кунта пултаруллисене пухса тăван культурăна аталантарас ӗçе явăçтарасси, тăван чӗлхе сумне çӗклесси.

 Пултаруллисем вара хушăмăрта чăнах та нумай. Тӗслӗхрен, Вера Кожеманова вокалистка тăрăшнипе джаз чăвашла янăрать пирӗн, мӗнлерех-ха тата! Унăн «Шану» ушкăнӗн пултарулăхне «Культура» телеканал кăтартрӗ. Тӗлпулу каçне те акă Вера Кожеманова хăйӗн юррисемпе илем кӗртсе шайне ӳстерчӗ. Çаплах Тăван çӗршыв Аслă вăрçинче çӗнтернин  80 çуллăхне, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен çулталăкне халалланă «Сувар» хаçатăн ятарлă проекчӗпе кăларнă «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке те тимлӗхсӗр юлмарӗ. Кӗнекен тата çак йӗркесен авторӗ проект малалла тăсăлнине, «Сувар» хаçат СВОри чăваш салтакӗсемпе малалла паллаштарнине пӗлтерчӗ. Питӗ ăшпиллӗ, усăллă иртрӗ тӗлпулу, кирлӗ вӗсем, мӗншӗн тесен тăван культурăна пӗри тăрăшнипе кăна аталантарма çук, ку ӗçре чăн малтан пӗрлӗх кирлӗ. (Автор тата И.Порфирьева сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана