Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «Çемье» наци проекта пурнăçа кӗртме 17,6 миллиард ытла тенкӗ уйăрӗç

2026 çулта республикăра «Çемье» наци проектне пурнăçа кӗртме 17,6 миллиард ытла тенкӗ палăртнă, вӗсенчен 2,6 миллиардне федераци бюджетӗнчен, 15 миллиардне республика бюджетӗнчен уйăрӗç. Кун пирки ТР Экономика министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Асăннă проект шайӗнче уйăрнă укçаран  15,3 миллиардне нумай  ачаллă çемьесене пулăшма ярасшăн. Аслă ăрăва тата культурăна аталантарассине те  уйрăм тимлӗх уйăрӗç: ача сачӗсене, ӳнер шкулӗсене, вулавăшсене, театрсене, музейсене тата культура çурчӗсене тăвассипе тӗпрен юсас ӗçе малалла тăсӗç, вӗсене кирлӗ оборудованипе тивӗçтерӗç.

2025 çулхи кăтартусем пурнăçланакан мерăсен тухăçлăхне уçăмлăн кăтартса параççӗ. «Çемье» наци проекчӗ шайӗнче 220 пин ытла ачан ашшӗ-амăшне пӗрлехи пособие тӳленӗ, ача садне тӳленӗшӗн 108,5 пин тенкӗ компенсаци тавăрса панă тата нумай ачаллă 58,8 пин çемьене хушма  пулăшу панă.  

Аслă ăру валли Ешӗлвар районӗнче «Дом Заботы» ваттисен çурчӗ уçнă. Çавăн пекех пӗлтӗр 2 ача сачӗ, ача-пăча ӳнер шкулӗ, 2 вулавăш, 2 культура çурчӗ, Хусанти ТЮЗра тата Комаровсен фабрикин çуртне юсанă.

Сăнӳкерчӗк sovmo.tatarstan.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: меры поддержки Многодетные семьи семьи