Тутарстанра çӗршывăн çӗрмӗш популярлă наука маршручӗ хута кайрӗ
Юбилей турне регионăн информаци технологийӗсен сферинчи наукăпа техника потенциалне халалланă. Вăл Иннополисра – Раççейӗн чи çамрăк тата технологиллӗ хулисенчен пӗринче иртет.
Раççей Президенчӗ Владимир Путин 2022-2031 çулсене Наукăпа технологисен вунăçуллăхне палăртнипе килӗшӳллӗн Тутарстан Республикинче çӗршывăн çӗрмӗш популярлă наука маршручӗ хута кайнине пӗлтерет «Татмедиа» агентствăн МХХпа ӗçлекен уйрăмӗ. Юбилей турне регионăн информаци технологийӗсен сферинчи наукăпа техника потенциалне халалланă. Вăл Иннополисра – Раççейӗн чи çамрăк тата технологиллӗ хулисенчен пӗринче иртет.
Тутарстан Республики нумай çулсем хушши наукăпа техника енчен çӗршывăн тӗп хабӗсенчен пӗри пулса тăрать, РФ наукăпа технологисен аталанăвӗн наци рейтингӗнче пӗрремӗшсен ретӗнче.
Кунта 80 ытла наука организацийӗ, 2 ятарлă экономика зони, малта пыракан социаллă экономика аталанăвӗн 5 территорийӗ (ТОСЭР) тата 8 технопарк йӗркеленнӗ.
Иннополиса курма килекенсен шучӗ çуллен ӳссе пырать. Юлашки 6 çулра кунта 6 миллион ытла çын пулса курнă. Ку ăнланмалла, мӗншӗн тесен хула «ăслă» йышăнусене тестламалли площадка пулса тăрать. Туристсем кунта ИИпе çыхăннă нумай çӗнӗлӗхпе паллашма пултараççӗ. Сăмах май, ИИпе мастер-класа ФГОС требованийӗсемпе йӗркеленӗ. Промпт-инжиниринг практикинче проектпа ӗçлеме хăнăхма, цифра пӗлӗвне илме тата шкулта информатикăпа тата математикăпа илнӗ пӗлӳпе пурнăçра мӗнле майпа усă курмаллине вӗренеççӗ. Студентсем хăйсем ертӳçӗ лабораторисенче ӗçлени, наука статйисем çырни, пилотсăр технологисемпе ӗçлени, технологи енӗпе харпăр бизнес хута яни çинчен каласа параççӗ.
«Популярлă наука туризмӗ республикăн туризм аталанăвӗн приоритетлă енӗсенчен пӗри. Ку маршрутсем шкул ачисене Тутарстанăн наукăри, промышленноçри, техника аталанăвӗнчи потенциалне кăтартнисӗр пуçне професси суйлас енӗпе анлă пулăшу параççӗ. Ачасем илнӗ пӗлӳ тата çӗнӗ технологисем карьера ӳсӗмне тума пулăшнине хăйсен куçӗпе курса ӗненеççӗ. Иннополисра çӗрмӗш маршрута хута яни вăл уяв кăтартăвӗ çеç мар, чи малтан вăл популярлă наука маршручӗн туризмӗ хăйне уйрăм тата илӗртӳллӗ ен пулнине палăртать», – тенӗ ТР Туризмпа патшалăх комитечӗн ертӳçи Сергей Иванов.
Иннополис университечӗн ректорӗн Александр Гасниковăн сăмахӗпе, çӗрмӗш маршрут хулапа республикăшăн пӗлтерӗшлӗ пулăм. «Пирӗн университетăн алăкӗсем хамăр таврари тӗнче мӗнле йӗркеленнине пӗлес текенсемшӗн ялан уçă. Маршрут теорипе кăна мар практика опычӗпе те паллаштарать. Вӗсем пурте Иннополисăн наука сукмакне кӗреççӗ».
«Çакăн пек пуçарусем тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ çамрăксене карьерăпа ӳсме анлă майсем туса параççӗ. Эпир хамăрăн наукăпа вӗрентӗвӗн анлă таврашне кăтартса паратпăр, хамăр опытпа паллаштаратпăр», – тет иккӗмӗш курс студенчӗ тата «Çулçӳревсен технологийӗсен» гичӗ Кирилл Тадеев.
Пӗлме:
Раççей Президенчӗ Владимир Путин 2022 çултан пуçласа 2031 çулччен Наукăпа технологисен вунăçуллăхне ирттерме йышăну тунă. Ун тытăмне обществăпа çӗршыв аталанăвӗн тӗп ыйтăвӗсене татса парассинче наукăпа технологисен пӗлтерӗшне ӳстерекен проектсемпе мероприятисен, пуçарусен комплексӗ кӗрет.
Вунăçуллăхăн тӗп тӗллевӗсем – талантлă çамрăксене наукăпа технологисен сферипе интереслентересси, тӗпчевçӗсемпе разработчиксене çӗршыври чи кирлӗ ыйтусене татса парассине явăçтарасси тата çынсене Раççей наукин аталанăвӗпе паллаштарасси.
«Популярлă наука туризмӗ» пуçарăвăн та çак тӗллевсемех. Ăна шалти туризмăн анлă аудиторийӗ валли хатӗрленӗ. Пуçарăва пурнăçланă май популярлă наука енӗпе çӗнӗ маршрутсем йӗркелеме, вӗсене ертсе пыма специалистсем хатӗрлеме палăртнă.
Сăнӳкерчӗк https://наука.рф/media/ сайтран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев