Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра дельфин çури çуралнă

Ку савăнăç Çырчаллинчи дельфинарире пулнă. РФ Хӗрлӗ Кӗнекине кӗнӗ хура тинӗс афалин çемйинчи дельфин вăл. Юлашки 17 çулта кунти дельфинарире çуралнă пиллӗкмӗш «çӗнӗ кайăк» иккен.

 Хупă условисенче дельфин çурални питӗ сайра пулакан пулăм, апла-тăк тинӗс чӗрчунӗсем пурăнмалли условисем йӗркеллӗ кунта. «Дельфин çури декабрӗн 7-мӗшӗнче çуралнă та пӗрремӗш хут сывламашкăн шыв çине хăйех ишсе хăпарнă тесе пӗлтерет chelny-izvest.ru сайт учрежденийӗн администрацийӗн хыпарӗ çине таянса.

Хальхи вăхăтра дельфин çурине тренерсемпе ветеринар талăкӗпех сăнаççӗ. Пӗчӗк дельфин сывă, йăрă. Амăшӗ Зоя ăна пӗр çеккунта та хăвармасть, ӗмӗртет, шыва чăмса ишсе тухма, шыв çинче тытăнса тăма вӗрентет. Хăйне те ятарлă режимпа апатлантараççӗ.32-ри Зойăн ку иккӗмӗш çура иккен, ашшӗ Тихон вара хальхи вăхăтра Анапăра.

Зоя çынсене çури патне хальлӗхе никама та пыртармасть-ха. Çавăнпа «çӗнӗ кайăкăн» йывăрăшне те, ама е аçа пулнине те хальлӗхе пӗлме çук-ха. (Сăнӳкерчӗк Çырчалли администрацийӗн телеграм-каналӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество