Тутарстанра диспансеризаци иртсе репродуктивлӑ сывлӑха тӗрӗслеме пулать
Кун пек йышӑну постковидлă синдромпа çыхӑннине пресс-конференцире ТР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп эпидемиологӗ Дмитрий Лопушов каласа панă.
«Тишкерӳ 18 çултан пуçласа 49 çултисене ؘ— арçынсене врач-уролог, хӗрарӑмсене гинеколог пăхса тухнинчен пуçланать. Кирлӗ пулсан малалла хушма тӗпчевсем те ирттерӗç. Çакӑ репродуктивлӑ система енчен улшăнусене тупма пулӑшать», — тенӗ врач.
Статистика тӑрӑх республикăра пурăнакан мӑшӑрсен 30 проценчӗ ача çуратайманнипе аптӑрать. Палăрнă улшăнусене специалистсем тарӑнрах тишкерме ярӗç.
Маларах ТР сывлӑх сыхлав министрӗ Марсель Миннуллин репродуктивлӑ сывлӑх лару-тăруне хаклас тӗллевпе çамрӑксен сывлӑхне тӗрӗслессине диспансеризацие кӗртни çинчен пӗлтернӗ.
Кунсӑр пуçне Тутарстанра 2022 çулхи ноябрь уйӑхӗнче мăшăрланă çамрӑксене уйрӑм клиникӑра хăйсен репродуктивлӑ тытӑмне тишкерме май паракан «Сертификат моложенов» проект хута кайрӗ.
Аса илтеретпӗр, диспансеризаци «Здравоохранение» наци проекчӗн пӗлтерӗшлӗ мероприятийӗсенчен пӗри шутланать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев