Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ейӳ вăйлă пулма пултарать

Çуркунне юр ирӗлме пуçласан Раççейӗн сахалтан та 16 регионӗнче ейӳ вăйлă пуласса кӗтеççӗ. Çак регионсен хушшинче Тутарстан та. Кун пирки «Известия» пӗлтерет.

«Метео» прогноз центрӗн ертӳçи Александр Шувалов каланă тăрăх, кăçал çуркунне Атăлçи тăрăхӗнче шыв шайӗ пысăк пулать. Унăн сăлтавӗ – кăçал юр нумай çуни. Чылай регионта, çав шутра Тутарстан та, юр хӳсе лартнин çӳллӗшӗ 90-95 см, вырăнӗпе – пӗр метр таран.

Кун пек чухне çуркуннехи çанталăкран нумай килет. Çанталăк тăрук ăшăтсан – ейӳ вăйлă пулать,   майӗпен ăшăтсан –  юр ирӗлни вăраха тăсăлать те шыв илес хăрушлăх чакать.

Тутарстанри гидрометеоцентр пӗлтернӗ тăрăх, 2025 çулхи октябрь уйăхӗнчен республикăра 263 мм нӳрӗк ӳкнӗ – ку нормăран 144 процент ытларах.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Погода #Татарстан половодье