Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «Элбэдэн-2025» фестиваль иртет

Пӗтреç районӗнчи Альвидино ялӗнче июнӗн 21-22-мӗшӗсенче Пӗтӗм Раççейри «Элбэдэн-2025» историлле реконструкцин VII фестивалӗ иртет. Кăçалхи фестиваль çар техникин йышӗпе – пурӗ 20 единица палăрса юлни çинчен «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире район пуçлăхӗ Раис Суллейманов пӗлтернӗ.

Мероприятие Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне, Тăван çӗршыва хӳтӗлевçин çулталăкне тата Брест крепоçне хӳтӗленӗ Петр Гаврилов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.

Фестивальте виçӗ историлле пулăма реконструкцилеççӗ.  1941 çулхи çапăçусене «Я – Крепость, веду бой», «Вторжение» тата 1945 çулхи пулăмсене халалланă «У стен Кенигсберга» реконструкци иртет. Çак реконструкцисене Раççейри тата ытти çӗршывсенчи реконструкторсем те  хутшăнасса пӗлтереççӗ  йӗркелӳçӗсем. Фестивальте Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă техника та, çӗнӗ техника та пулать. Реконструкцире çавăн пекех пиротехникăпа та усă курӗç.

Фестиваль валли хӳтӗлевçӗсене халалланă курав хатӗрленӗ, çав шутра Раççей Геройӗ, Пӗтреç районӗнче çуралса ӳснӗ Иван Додосов çинчен калакан выставка та. Ачасемпе çамрăксем валли «Арт-патриотизм» площадка ӗçлет, тӗрлӗ мастер-классем иртӗç.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: исторический фестиваль реконструкция ВОВ 2025 ГодЗащитникаОтечества Эльбэдэн