Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра Гагарин декади иртет

Ӗнер, апрелӗн 12-мӗшӗнче Космонавтика кунне паллă турăмăр. Çак кунсенче Пӗтӗм Раççейӗпе Юрий Гагарин космоса вӗçнӗренпе 65 çул çитнине халалласа пӗрремӗш хут Космос эрни, Тутарстанра Рустам Минниханов хушнипе Гагарин декади иртнине пӗлтерет ТР Раисӗн пресс‑служби.

Тутарстан совет, унтан Раççей космонавтикинче пысăк вырăн йышăннине,  чылай паллă пулăмсемпе ятсем Хусанпа çыхăннине палăртнă Рустам Минниханов.

«Хусанта совет космонавтикин тӗп конструкторӗсем – Сергей Королев тата Валентин Глушко ӗçленӗ, КАИре çӗршыври аслă шкулсем хушшинче чи малтан реактивлă двигательсен кафедрине йӗркеленӗ, республикăри предприятисем космос отраслӗ валли узелсемпе агрегатсем туса кăларнă», – пӗлтернӗ республика пуçлăхӗ.

Нумай хутчен усă курмалли «Энергия-Буран» транспорт космос системин тата «Энергия» ракета комплексӗн тӗп конструкторӗ Хусанти авиаци институтӗнчен вӗренсе тухнă Борис Губанов пулнине те аса илтернӗ вăл.

Унсăр пуçне Пӗкелмере çуралса ӳснӗ Раççей Федерацийӗ Геройӗ, летчик-космонавт Сергей Рыжиков çинчен те каласа хăварнă Рустам Минниханов. Космонавт пӗлтӗр декабрь уйăхӗнче нумай куна тăсăлнă виççӗмӗш космос вӗçевне ăнăçлă вӗçленӗ.

Декада шайӗнче шкулсенче, аслă шкулсенче тата культура центрӗсенче космос темипе шкул ачисемпе студентсем валли лекцисем, куравсем, тӗлпулусем йӗркелеççӗ. Вăл çӗршывăн космос мухтавне туптаса малалла тăсакансене тав тумалли, çамрăксене çăлтăрсем патне каякан çул наукăпа кăсăкланнинчен тата тăван тăрăха юратнинчен пуçланнине кăтартса паракан май пулса тăчӗ.

Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День космонавтики Раис РТ Декада Гагарина