Ӗнер Тутарстанри суйлав хыççăн çӗнӗрен йӗркеленнӗ вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен пӗрремӗш ларăвӗсенче икӗ хулапа 15 муниципаллă районта пуçлăхсене суйланă.
Хусан хулине малашне те Ильсур Метшин ертсе пырӗ, Çырчаллине – Наиль Магдеев.
15 муниципалитета ертсе пыракансем çаксем:
Азнакай районӗ – Марсель Шайдуллин,
Актаныш районӗ – Ленар Зарипов,
Атня районӗ – Рустем Хисамиев,
Пӗкӗлме районӗ – Дамир Фаттахов,
Тури Услон районӗ – Евгений Варакин,
Çӳлту районӗ – Равиль Хисамутдинов,
Заинск районӗ – Разиф Каримов,
Кайпăç районӗ – Альберт Рахматуллин,
Кукмор районӗ – Сергей Димитриев,
Мамадыш районӗ – Вадим Никитин,
Мензеле районӗ – Айдар Салахов,
Мӗслӗм районӗ – Альберт Хузин,
Сарман районӗ – Фарит Хуснуллин,
Теччӗ районӗ – Рамис Сафиуллов,
Тукай районӗ – Камиль Назмиев.
Ытти районсен пуçлăхӗсен кандидатурисене вара вырăнти Канашсен ларăвӗсенче çывăх кунсенче пăхса тухӗç.
Сăнӳкерчӗк: tatarstan.ru
Нет комментариев