Тутарстанра ишекен кайăк-кӗшӗк тытас сунар сезонӗ вӗçленчӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ишекен кайăк-кӗшӗк тытас сунар сезонӗ вӗçленчӗ

Апрелӗн 21-мӗшӗнче ишекен кайăк-кӗшӗк тытас сунар сезонӗ вӗçленине ТР Биоресурсен патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет.

Халӗ 20 кун хушшинче сунара çӳреме ирӗк паракан документа илнӗ çӗре кайса сунарçăсен тупăшне пӗлтермелле.

Çакна асра тытмалла: кун çинчен пӗлтермесен тата сведенисене урăх вăхăтра парсан 1 çул сунара кайма ирӗк паракан документа памаççӗ. Кунсăр пуçне Административлă право нормисене пăсни çинчен калакан Кодексӗн статйисемпе килӗшӳллӗн административлă явап тыттарма та пултараççӗ.

Аса илтеретпӗр, сунарçăсем апрелӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа 21-мӗшӗччен шывра ишекен кайӑксене тытма пултарнă.

ТР Биоресурсен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

 


сезон охоты Биоресурс дичь

Нет комментариев