Тутарстанра кăçал çӗр ытла медицина учрежденине юсама шутланă
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра кăçал çӗр ытла медицина учрежденине юсама шутланă

Ĕçсене ирттерме укçа-тенке «Здравоохранение» наци проекчĕ шайĕнче «Модернизация первичного звена здравоохранения» программӑпа уйӑраççӗ.

Тĕпрен юсав 20 поликлиникӑра, тухтăрсен 9 амбулаторийӗнче тата 76 фельдшерпа акушер пунктӗнче ирттерӗç. Пӗлтӗр республикӑра 117 медицина учрежденине çӗнетнӗ.

Модернизаци программин тĕп тӗллевӗ — медицинăн пĕрремĕш пулӑшӑвӗн пахалӑхне тата юрӑхлӑхне лайӑхлатасси. РФ Президенчӗ Владимир Путин ӑна çӗршывра 2030 çулччен тӑсасси пирки йышӑну тунӑ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 


Здравоохранение

Нет комментариев