Тутарстанра канмалли кунсенче çанталăк шăрăх та типӗ пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра канмалли кунсенче çанталăк шăрăх та типӗ пулать

Хусанта тата республикăра шăматкунпа вырсарникун ăшă, улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ çанталăк пулни пирки республикăн Гидрометцентрӗ пӗлтерет.

Каçхи сывлăш температури +3 тытăнса +16 градуса таран пулать, кăнтăрлахи температура  +20...+25 çитет.

Çитес эрне пуçламăшӗ те ăшă пуласа шантараççӗ синоптиксем. Кăнтăрла сывлăш температури +20..+25 градус таран хăпарать.
 


Нет комментариев