Тутарстанра кашни виççӗмӗш инвалида ӗçпе тивӗçтернӗ
Тутарстанра ку вăхăтра 282 пин инвалид шутланать, вӗсен шучӗ ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа ӳснӗ, салтаксем аманса-сусăрланса таврăнаççӗ. Çак шутран 18 пинӗ инвалид ачасем.
Тутарстанра ку вăхăтра 282 пин инвалид шутланать, вӗсен шучӗ ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа ӳснӗ, салтаксем аманса-сусăрланса таврăнаççӗ. Çак шутран 18 пинӗ инвалид ачасем.
Мӗнле пулăшу пур-ха вӗсем валли республикăра? Меллӗ тавралăх, профориентаци, ӗçе вырнаçтарасси, сывлăх енчен çирӗп маррисемпе СВОна хутшăннисене мӗнле тӳлевсем тата пенси тивни – çак тата ытти ыйтусене уçса пачӗç ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ ытларикунри брифингра.
ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова сăмахӗпе, ку çулта инвалидсене меллӗ тавралăхпа, сывлăх сыхлав, вӗрентӳ, культурăпа социаллă сфера учрежденийӗсене адаптацилеме 36 миллион тенкӗ уйăрнă. Çулталăк вӗçлениччен тепӗр 30 социаллă объекта йӗркелесе çитересшӗн.
«Инвалидсене меллӗ тавралăхпа тивӗçтерес ӗçе çынсем хăйсем те активлă хутшăнаççӗ. Инвалидсем кăна мар, пӗчӗк ачаллă амăшсем, ватă çынсем», – терӗ министр.
Çулсерен 5 пине яхăн чирлӗ ачана виççӗ тултариччен тӗрлӗ пулăшупа тивӗçтереççӗ. Пӗлтӗр çакăн пек ачасемлӗ çемьесене пулăшассипе Хусанти «Апрель» центр никӗсӗнче ресурс центрне уçнă. Унта менталлă нарушенисемлӗ ачасем валли кăнтăрлахи реабилитаципе пулăшу уйрăмӗ ӗçлет. Кăçал ку йышши центрсем Елабугăра, Ешӗлварта, Çырчаллинче уçăлнă.
«Эпир ашшӗ-амăшпе пӗрле атьсен профориентацийӗпе çыхăннă историе те илсе пыратпăр. Ку вăл профессисемпе палашни çеç мар, чи малтан сывлăхне кура атьсен пултаруллă енӗсене палăртни те. Профессие виçеллӗ, шутласа суйламалла», – терӗ Элмира Зарипова.
Министр палăртнă тăрăх, ку йышши центрсенче ачасем мастерскойсенче çӗлеме, тăмран савăт-сапа тума, йывăçпа ӗçлеме тата ытти ӗçсене хăнăхаççӗ. Ку вӗсене професси суйлама май парать, тен çитӗнсен харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерӗç çапла. Реабилитаци центрӗсенче ашшӗ-амăшсене консульатци парса та пулăшаççӗ.
Республикăра инвалидсенчен 32 проценчӗ ӗçе вырнаçнă. Раççейре кăтарту 28 процентпа танлашать. «Атăлçире ку чи пысăк кăтарту. Кашни виççӗмӗш инвалид ӗçе вырнаçнă. 2 пин ытла ӗç паракан квотăпа 12 ӗç вырăнӗ йӗркеленӗ», – палăртрӗ министр. ТР Раисӗн йышăнăвӗпе çуллен инвалидсен обществисем йӗркеленӗ предприятисенче инвалидсем валли ӗç вырăнӗсем тытса тăма 30 миллион тенкӗ уйăраççӗ. Инвалид ачаллă çемьесене çурт-йӗрпе коммуналлă услугăсемшӗн тӳлевсене татма льготăсемпе субсидисем парăнаççӗ, уйăхсерен пособи, тӗрлӗ тӳлев илсе тăраççӗ тата пӗр хутчен парăнакан субсиди пур. Ун пеккисем республикăра 249 пин çынпа 15 пин çемье. 2012 çултанпа инвалид-ачасене 18 çул тултариччен уйăхсерен пособи парăнать. Кăçал ăна 116 ача илсе тăнă.
2019 çултанпа пӗр ачи е ашшӗ-амăшӗнчен пӗри инвалид пулнă пиллӗк е ытларах ачаллă çемьене те уйăхсерен пособи параççӗ. Кăçал ку пулăшăва 180 çын илсе тăнă. Унсăр пуçне инвалид ачаллă çемьесене газ кӗртме пӗр хутчен субсиди парăнать.
СВО на хутшăннисем тата вӗсен çемйисене тивӗçекен соцпакет пысăк. вӗсене реабилитаци иртме, ӗçе вырнаçма пулăшаççӗ. Министр сăмахӗпе, «Идель» центрта йывăр суранланнисене, çын пулăшăвӗсӗр тăрайманнисем валли ятарлă уйрăм уçнă. Паяна унта 22-ӗн реабилитаци иртнӗ.
Çапăçура аманса инвалид пулнисене социаллă пулăшу черетсӗр тата тӳлевсӗр парăнать. Чи кирлисен шутӗнче – психологилле пулăшу тата социаллă адаптаци. СВОна хутшăннисем валли республикăра вакансисемпе 24 ятарлă ярмарка хатӗрленӗ. Вӗсем 63 çынна ӗçлӗ пулма пулăшнă. Тепӗр 17-шӗ хăйсене тивӗçтерекен ӗç кӗтеççӗ. 18 çын хушма пӗлӳ илнӗ, 3-шӗ вӗренӳ тапхăрӗнче. Ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисенчен 8 çынна харпăр ӗç уçма 145-шер пин тенкӗ укçа панă.
Инвалидсене пенсипе тивӗçтересси пирки Раççей Пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин каласа пачӗ. Ун сăмахӗпе страховой пенсие республикăра 60 пин çын илсе тăрать, вăтам шайӗ 13,9 пин тенкӗпе танлашать. Инвалид ачасен пенсийӗ 18,4 пин тенкӗ. СВОран инвалид пулса таврăннисем, ытти тӗрлӗ техногенлă инкексенче сывлăхне пӗтернисем пурӗ 764 çын. Çарта сусăрланнисен вăтам пенсийӗ 40,5 пин тенкӗ, аслă вăрçă ветеранӗсен – 52 пин тенкӗ ытла. Ун пеккисем пурӗ 655 çын. СВОра вилнисен инвалид-ачисем кăçалтан икӗ тӗрлӗ пенси илсе тăраççӗ, вăл çулсерен индексациленсе тăрӗ. Кăçал патшалăх пенси тивӗçтерӗвӗпе страховой пенсисене 7,5 процента индексациленӗ. Спикерсем шантарнă тăрăх, инвалидсене пăрахмаççӗ, вӗсем тимлӗхре. Çапла пултăрччӗ…
Сăнӳкерчӗксем https://prav.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев