Тутарстанра «Малое и среднее предпринимательство» наци проекчӗ шайӗнче «Школьный бизнес старт» проект пуçланать
2024 çулхи сентябрьте Тутарстанри шкулсенче «Школьный бизнес старт» республика программи каллех ӗçлеме пуçлать. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче 11 пин ытла ачан шкултах предприниматель ӗçне вӗренме май пулать.
Аса илтеретпӗр, Тутарстанра программа виççӗмӗш çул ӗçлет. Ӑна Тутарстан Республикин предпринимательлӗхе пулӑшакан фонд тата «Мой бизнес» центр пулӑшнипе РФ Президенчӗ Владимир Путин пуçарса янă «Малое и среднее предпринимательство» нацпроект шайӗнче ТР Экономика министерствипе ТР Вӗрентӳпе наука министерстви йӗркелесе янӑ.
2024-мӗш çулта проект 49 шкулта ӗçлеме пуçлать. Вӗсен хушшинче Хусанти 11 шкул, Çырчаллинчи 10 вӗрентӳ учрежденийӗ тата Ешӗлвар, Пӗтреç, Кукмор, Пӑва, Кайпӑç, Теччӗ, Чистай, Элкел, Спас, Анат Кама, Елабуга, Менделеевск, Элмет, Мензеле, Заинск, Сарман тата Лайӑш районӗсенчи 28 шкул.
Занятисем темиçе тапхӑрпа иртӗç. Пӗрремӗш тапхăрта, сентябрь-октябрь уйӑхӗсенче, 60-шар пайланнӑ шкул ачисем предпринимателӗн портретне тӑваççӗ, ятарлӑ тестировани иртӗççӗ, çавӑн пекех харпӑр проектсене презентацилӗççӗ.
Пӗрремӗш тапхăрта çӗнтерекен шкул ачисен команди проектӑн тепӗр турӗнче предприниматель ӗçӗн теорипе практика хӑнӑхӑвӗсене тарӑнрах вӗренеççӗ. Командăллă семинарсене хутшăннă хыççăн хӑйсен проекчӗсене эксперт-предпринимательсене презентацилеççӗ. Çак тӗрӗслеве иртнӗ шкул ачисем проектӑн тепӗр тапхăрне лекеççӗ. Çӗнӗ çул умӗн вӗсем шкулта иртекен ырӑ кӑмӑллӑх ярмӑрккине, унтан — бизнес-кейссен чемпионатне хутшăнаççӗ.
Шкул бизнес-компанийӗсен слечӗн финалӗ 2025 çулхи çуркунне пулать.
Аса илтеретпӗр, 2023-2024 сезонри проект çӗнтерӳçисене кăçал Мускаври Технопаркпа «Сколково» Бизнес шкула çитсе курма май туса панă.
Сăнӳкерчӗксем https://cloud.mail.ru/public/ojD7/JVprZEjAE сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев