Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра микроавтобуссем кăларма пуçлаççӗ

«Соллерс» Раççей автопроизводителӗ 2024 çул пуçламăшӗнчен Тутарстанра микроавтобус кăларма пуçлать. Ăна Елабугăри ятарлă экономика зонинчи «Atlant» автомобиль кăларакан заводрах пуçтарӗç.

Çӗнӗ «Sollers Atlant»микроавтобус çăмăллатнă фургонлă «Atlant» машина никӗсне илессине пӗлтерет РБК Татарстан сайт «Sollersăн» сутассипе тата маркентинг енӗпе ӗçлекен директорӗн Марат Шараповăн сăмахӗсем çине таянса. Экспертсен шучӗпе, санкцисен вăхăтӗнче ку модель хăй туянаканне тупатех. Мӗншӗн тесен 8 вырăнлă микроавтобус çемьепе канма, вак груз турттарма, хăна çурчӗсенче чарăннă туристсене е мероприятисене çынсене илсе çӳреме трансфер валли меллӗ. Çавăнпа ăна уйрăм çынсем те, бизнес представителӗсем те туянасси куçкӗрет. Тен, ют çӗршыв машинисем çинчен хамăрăннисем çине куçса ларакан чиновниксемшӗн те интереслӗ пулӗ. Микроавтобуса çӳретме «Б» категориллӗ водитель прави кăна кирлӗ. Апла-тăк, Тутарстанăн автопаркӗ çӗнӗ техникăпа пуянланасса кӗтмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: транспорт