Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра наркоманипе чирлекенсен шучӗ 8,3 процента чакнă

1987 çултанпа ООН Генеральнăй ассамблейин йышăнăвӗпе июнӗн 26-мӗшӗ – Наркоманипе кӗрешмелли халăхсем хушшинчи кун. Шăпах çак кун «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире Тутарстанра наркоманипе, наркотикпа тата психотроплă япаласен çаврăнăшӗпе мӗнле кӗрешни çинчен журналистсене каласа пачӗç. Хальхи вăхăтра наркотизаципе кӗрешесси патшалăхăн тата обществăн приоритетлă задачисенчен пӗри пулса тăрать.

Тутарстанра паян наркологи енӗпе профилактика вăйлă ӗçлет, наркотикпа туслă пулнине  иртерех тупса палăртма тата реабилитацилеме мӗнпур условисем туса панă. Сăмахран, 2024 çулта 17 140 медицина наркологи тӗрӗслевӗ ирттернӗ, 2025 çулта вара – 3648.  Республикăри наркологи диспансерӗн тӗп врачӗн çумӗ Резеда Хаева  пӗлтернӗ тăрăх кăçал Тутарстанра наркоманипе чирлекенсен шучӗ 8,3 процента чакнине. Ун сăмахӗпе, регионта наркотикпа çыхăннă çынсене тапхăрăн-тапхăрăн пулăшаççӗ. Хусанта, Çырчаллинче, Элметре тата Анат Камăра наркодиспансерăн филиалӗсем ӗçлеççӗ.

Специалист шучӗпе  наркоманипе профильлӗ ведомствăсен пӗрле кӗрешмелле, кун пек чухне кăна усал япалана çӗнтерме пулать. Чи кирли – çемьере ырă атмосферăна йӗркелесси тата ачана наркотик сӗнсен «çук» теме вӗрентесси.

Тутарстанри полицейскийсен наркотикпа çыхăннă преступленисене тупса палăртас ӗçӗн  хăвăртлăхӗ ӳснине ТР ШӖМӗн наркотиксен çаврăнăшне тӗрӗслекен управленийӗн уйрăмӗн пуçлăхӗ Анвар Каримов каласа пачӗ.

«Кăçал Тутарстанра ШӖМ ӗçченӗсем икӗ пин ытла наркопреступлени тупса палăртнă. Вӗсенчен 78 проценчӗ наркотик сутнипе çыхăннă. Саккунсăр çаврăнăшран тӗрлӗ психотроплă япаласене, пурӗ 87 килограмм кăларнă, тавар турттармалли 18 канала хупнă», – палăртрӗ спикер.

Наркотик сутас ӗçе ачасене явăçтарни çивӗч ыйту пулнине палăртрӗ вăл. 2025 çулхи пилӗк уйăх хушшинче полицейскисем наркотик сутнăшăн çул çитмен 22 ачана тытса чарнă, вӗсенчен 16-шӗ закладчикра ӗçленӗ.Тытса чарнă ачасем хушшинче 16 çул тултарман 5 çамрăк пулнă. Ведомство наркотик сутнăшăн уголовлă яваплăх çулне 14 çула çитиччен чакарасси пирки Патшалăх Канашне сӗнӳ хатӗрленине те  палăртрӗ Анвар Каримов. Наркотик пропагандипе кӗрешесси – патшалăх политикин тӗп ӗçӗсенчен пӗри пулнине те  хушса каларӗ. Сăмаха çирӗплетсе кăçал сентябрӗн 1-мӗшӗнчен интернетра наркотик пропагандăланăшăн уголовлă яваплăх тыттарма пуçлаççӗ. Хальхи вăхăтра кунашкал ӗçсемшӗн штраф  кăна тӳлеттернӗ пулсан, малашне икӗ çула ирӗкрен хăтарма пултараççӗ, кӗркуннерен наркотик реклами уголовлă преступлени пулса тăрать.

Наркотиксемпе кӗрешес енӗпе Тутарстан прокурорӗсем мӗнле мерăсем йышăнни çинчен ТР Прокуратурин патшалăх интересӗсен сферинчи законодательствăн пурнăçланăвне  сăнаса тăракан уйрăмӗн аслă прокурорӗ Ринас Ибрагимов каласа пачӗ.

«Пӗлтӗртен прокуратура преступлени хатӗрӗсене туртса илес ӗçе пуçарнă. Вăл транспорт та, пӳлӗм те пулма пултарать», – палăртрӗ Ринас Ибрагимов.

Сăмахран, ТР Аслă сучӗн приговорӗ тăрăх айăпланнăскертен Honda автомашинине туртса илнӗ. Вăл пулăшнипе Владимиртан преступник Тутарстана виçӗ килограмм наркотик илсе килнӗ.

Халӗ суя медицина справкисемпе права илекенсене çирӗп айăпланине те палăртрӗ Ринас Ибрагимов. Наркотикпа çыхланнă водитель ытти çын пурнăçӗшӗн пысăк хăрушлăх пулнине манмалла мар. Кăçал Хусанти Вишневский урамӗнче  пулнă инкек те шăпах çакна çирӗплетрӗ. Ун чухне наркотикпа минренӗ çын авари туса çынсене шар кăтартрӗ. Таксист суя справкăсемпе усă курса руль умне ларма ирӗк паракан документа илнӗ.

2024 çулта вӗрентӳ учрежденийӗсенче медицина тӗрӗслевӗсем кӗтмен çӗртен ирттерме йышăннине те каласа  хăварчӗ прокурор.

«Ача наркотик аллине ан лектӗр тесен ăна мӗнле те пулин ӗçпе интереслентермелле. Ку енӗпе ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви нумай май туса парать», – каласа пачӗ ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Софья Галиева-Мустафина.

Республикăра çамрăксен клубӗсем йӗркелеççӗ, унта ачасем тӗрлӗ енлӗ аталанма, професси суйлама пултараççӗ, психолог пулăшăвне илме те  май пур.

«Сывлăха çирӗплетмелли лагерьсенче сменăсем нумай. Кашни сменăра эпир наркотиксен сиенӗ пирки калаçатпăр», – хушрӗ спикер.

Кунсерен министерствăн шанăç телефонӗсем çине 60 яхăн шăнкăрав килет, вӗсенчен чылайăшӗ наркотикпа çыхăннă ыйтусемпе. Министерство колоние лекнӗ ачасемпе, çав шутра РФ УК 228-мӗш статйипе преступлени тунă 50 ытла çамрăк ачапа ӗç малалла илсе пырать.

«Ачасем палăртнă тăрăх, вӗсемпе ашшӗ-амăшӗ хутшăнман, наркотик хăрушлăхне ăнлантарса паман. Нумайăшне ӗçе вырнаçма йывăр пулнипе çак çул çине  тăнине ăнлантараççӗ. Шел те, усал шухăшлă çынсем ачасене пиртен маларах ярса илеççӗ, кайран вара хăйсемех право сыхлакансене сутса яраççӗ», – пӗлтерчӗ Софья Галиева-Мустафина.

Наркотикпа ҫыхланни – пысӑк   инкек. Унпа туслашнă çын сывлӑхсăр кӑна мар, ӗҫсӗр, ҫывӑх ҫынсемсӗр тӑрса юлма пултарать, ҫавӑн пекех тӗрмене ларас хӑрушлӑх та пысăк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: наркотик