Тутарстанра нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесене тӗрев памалли çӗнӗ мелсем пурнăçа кӗреççӗ
Ӗнер Раççей Президенчӗ Владимир Путин Федераллă Пуху умӗнче Послани тунă. Унăн хушăвӗсен шутӗнче сахал тупăшлă ачаллă çемьесене тӗрев парассине анлăлатасси.
Çӗнӗлӗхсем çинчен ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтернӗ журналистсене.
2020 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пилӗк е ытларах ачаллă çемьесене уйăхсерен пособи парăнать, вăл çак çемьесенчи çынсен тупăшне пӗр çын пуçне пурнас минимум таран çитерме май парать. Çак çăмăллăхсемпе – ачасемпе ашшӗ-амăшсем – пурӗ 4537 çын усă курӗç. Пособин вăтам калăпăшӗ пӗр çын пуçне 4668 тенке кайса ларать. Çак тӗллевсене пурнăçлама Тутарстан хыснинчен 223 млн тенкӗ уйăраççӗ.
Çавăн пекех, çулталăк пуçланнăранпа 3 е ытларах ачаллă сахал тупăшлă (пӗрлехи тупăша çемьери кашни çын çине пайланă хыççăн вăл пурнас минимумран сахалтарах пулсан, çемье сахал тупăшлă шутланать) Ача сачӗшӗн тӳлеме чарăнӗç, тӗрӗсрех каласан, вӗсене 100 проценчӗпех компенсаци парăнать. Çак мерăпа 7202 çын усă кураять. Республика бюджечӗн хушма тăкакӗсем çулталăкне 44,7 млн тенкӗ пулӗç.
17361 çын çулталăкне 10 пин тенкӗлӗх электронлă «эмел сертификачӗ» илме пултарать. Ку çăмăллăх пурнас минимумран сахалтарах тупăшлă çемьесенчи ачасене пырса тивет. Çак тӗллевсем валли Тутарстанра 176 млн тенкӗ тăкаклама палăртнă.
Çавăн пекех чухăн çемьере ача çуралсан, вӗсене ача-пăча япалисене парнелӗç республикăран. Пӗр набор хакӗ 8847 тенкӗ тăрать. Ача парнисем валли 33 ытла млн тенкӗ уйăрнă.
2019 çулта Тутарстан чухăнлăха социаллă контрактсем çирӗплетсе чакарас тӗллевпе йӗркеленӗ пилотлă проекта хутшăнчӗ. Пӗлтӗр республикăри сахал тупăшлă çемьесемпе 48 млн тенкӗлӗх 3500 социаллă контракт тунă. Çак проект пулăшнипе 632 гражданин ӗçе вырнаçнă, 51 çын професие вӗреннӗ, 638 çемье выльăх-чӗрлӗх усраса уйрăм хуçалăхне аталантарассипе аппаланма тытăннă, 895-шӗ самозанятый пек регистрациленнӗ.
2020 çулта чухăнсен йывăрлăхӗсене çӗнтерме республика тата федераци бюджетӗнчен 635,5 мдл тенкӗ уйăраççӗ. Социаллă контракт системи витӗр 5237 çынна кăларма палăртнă.
Çак мӗн пур мерăсене Республика Президенчӗн, «Единая Россия» партин Аслă канашӗн президиумӗн пайташӗн Рустам Миннихановăн хушăвӗпе кӗртнӗ: «Нумай ачаллă тата пурнас минимумран сахалтарах тупăш илекен çемьесене тӗрев пани – чухăнлăх шайне республикăра чакармалли тӗп меслет.»
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
ПИТ АВАН ЕРТСЕ ПЫРАКАН ПУЛСАН, ПИТ АВАН ПУРНАН...
0
0