Тутарстанра паян юр çăвать
Март уйăхӗн 5-мӗшӗнче республикăра сивӗ те юрлă çанталăк пулать. Кун пирки республика Гидрометеоцентр пӗлтерет.
Кăнтăрла регионра тӳпе пӗлӗтлӗ пулать, вырăнӗ-вырăнӗпе юр çăвать. Уйрăм районсенче, çав шутра Хусанта та тăман тухма пултарать.
Çеккунтра 5-10 метр хăвăртлăхпа вӗрекен çурçӗр-хӗвеланăç çилӗ каярах хăйӗн енне хӗвелтухăç еннелле улăштарать. Кăнтăрла унăн хăвăртлăхӗ вырăн-вырăнпа çеккунтра 13 метр таран ӳсет. Çулсем çинче пăрлак пулать.
Кăнтăрла республикăра сывлăн температури -5...-10 градус, Хусанта -6...-8 градус таран анать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев