Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра пăшисем ӗрчесе кайнă

Тутарстанри Патшалăх биоресусрс комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, республикăра пăшисен шучӗ палăрмаллах ӳснӗ

«Вӗсен шутне вунă çула яхăн ӳстертӗмӗр, çак вăхăтра Тутарстанри пăшисен кӗтӗвӗ 6,5 пин чӗрчун таран ӳсрӗ. Паянхи куна Тутарстанра пăшисем 12 пин ытла», – тесе палăртнă ведомствора.

Çакнашкал çитӗнӳсене сунар ӗç-хӗлне пӗлсе илсе пыни тума пулăшнă.

Пăши – Тутарстанри чи пысăк вăрман чӗрчунӗ. Аçисем 500 килограм таран ӳсеççӗ. Юлашки çулсенче пăшисен амисем йышланнă, вӗсен икшер пăру. Çакă вăрмансенче лайăх условисем тата апат бази çителӗклӗ пулнине пӗлтерет.

Тепӗр фактор та пысăк витӗмлӗ. Браконьера пăшине вӗлернӗшӗн 1 млн тенкӗ таран штраф пама пултараççӗ е 5 çула тӗрмене лартма. Çул çинче машинапа пăши çине пырса кӗрсен те водителе 80 пин тенкӗ штраф кӗтет.   

Сунар ресурсӗсем ан чакчӗр тесе ТР Патшалăх биоресурс комитечӗн ӗçченӗсем вăрмансенче пурăнакан чӗрчунсене апатлантармалли кункăрасем вырнаçтарас тесе акцисем ирттереççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев