Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «пешеход» операци иртет

Çулталăк пуçланнăранпа çуран çӳрекенсем хутшăннипе 121 инкек пулнă, вӗсенче 10 çын вилнӗ, 113-шӗ аманнӑ.

Аварисенчен чылайӑшӗ талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче тата çуран çӳрекенсем çинче тӗттӗм вӑхӑтра çутӑ тавӑракан элементсем çуккипе пулнине пĕлтерет Патшалăх автоинспекцийĕн пресс-служби.

Пуш уйӑхӗн 4-мĕшӗнчен çуран çӳрекенсем çулсем тӑрӑх çӳремелли правилӑсене пӑхӑнманнипе çыхӑннӑ пӑтӑрмахсене сирмелли мерӑсене хастарлатнӑ. Çавӑн пекех автоинспекторсем çуран çӳрекенсен тӗттӗм вӑхӑтра халӑх пурӑнман вырӑнсенче çутӑ тавӑракан элементсем пуррипе çуккине те тӗрӗслĕç. Мероприятисене мартӑн 13-мӗшӗччен ирттерӗç.

Тутарстан Республикин ШӖМӗн Патшалăх автоинспекцийӗ водительсене çуран çӳрекенсен умӗнче хӑвӑртлӑха чакармаллине аса илтерет. Çуран çӳрекенсен вара çакна асра тытмалла: çул урлӑ çуран каçмалли вырӑнсем тӑрӑх, водительсем çул панине курнă хыççӑн тин каçмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: пдд