Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра пурăнакан çур миллиона яхăн пенсионер сывă пурнăç йӗркине суйланă

Республикăра «Çемье» наци проекчӗ шутне кӗрекен «Активное долголетие» программа ăнăçлă пурнăçланать. Ун шайӗнче пин-пин пенсионер спортпа туслашса, пултарулăхпа, волонтер ӗç-хӗлӗпе хастар хутшăнса хăйсем валли çӗнӗ майсем уçать.

«Активное долголетие» республика программине пурнăçа кӗртесси малалла пырать. Юлашки кăтартусем тăрăх, республикăра аслă ӳсӗмри 491 пин ытла çынна проекта явăçтарнă. Ку статистика кăна мар, пенсие тухни пурнăçăн çӗнӗ, пуян тапхăрӗн пуçламăшӗ пулнине кăтартса паракан çынсен пин-пин историйӗ.

«Çемье» наци проекчӗн «Старшее поколение» федераллă проект шайӗнче пурнăçланакан программа ватăсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшать. Çак проект пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене татса парать: сывлăха упрасси (ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те, ăс-тăн тӗлӗшӗнчен те), ватăсене хастар пулма, общество пурнăçне хутшăнма хистесси.

Программăна хутшăннисенчен чылайăшӗ спортпа туслашма шутланă. Пурӗ 349,7 пин çын скандинави уттипе, гимнастикăпа тата ишессипе аппаланаççӗ. Спорт вӗсене лайăх формăра пулма пулăшать. Культурăпа кану ӗçӗ-хӗлӗ те чылай хутшăнакана илӗртет. Республикипех культура çурчӗсенче ирттерекен культурăпа кану мероприятийӗсене 120,7 пин çын хутшăнать. Культура учрежденисенче вокал тата хореографи коллективӗсем йӗркелеççӗ, çавăн пекех ятарлă клубсем ӗçлеççӗ.

Пӗрмай аталанма хатӗррисем валли вӗрентӳ мероприятийӗсем ирттереççӗ. Вӗсене 13,4 пин çын çитсе курнă. Унсăр пуçне 7,4 пине яхăн пенсионер волонтер ӗçне хутшăннă.

«Алтын еллар – Ылтăн çулсем»  проекта аслă çултисем валли ӗçлекен пур майсем çинчен каласа пама йӗркеленӗ.  Кун валли zabota-tatar.ru порталта ятарлă пай ӗçлет, унта кашниех районта иртекен мероприятисем, пултарулăх клубӗсем, спорт секцийӗсем, экскурсисемпе мастер-классем çинчен информаци тупма пулать.

Программăна 55 çултан аслăрах хӗрарăмсем тата 60 çултан аслăрах арçынсем, çавăн пекех ватăлнипе пенси илекенсем хутшăнма пултараççӗ. 2026 çул тӗлне, республикăри аслă ӳсӗмри граждансен 46 процентне «Активное долголетие» программăна явăçтарма палăртнă, ку 506 пин ытла çынпа танлашать.

Ватăсене пăхасси – «Çемье» наци проекчӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Ку проект  ачаллă çемьесемпе çамрăксене те пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшать. «Продолжительная и активная жизнь» проект шайӗнче больницăсемпе поликлиникăсене юсаççӗ. Çакă ватăсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма тата медицина пулăшăвӗсемпе çăмăллăн усă курма май туса парать.

«Ылтăн çулсенче» пурнăç тулли те интереслӗ пулăмсемпе тулма пултарать. Пин-пин тутарстан çынни çакна хăйсен опычӗпе çирӗплетнӗ ӗнтӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья нацпроект Старшее поколение