Январӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 19-мӗшӗччен çул çине тухакансем хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе усă курас йӗркене пăхăннине тимлес тӗллевпе ТР ШӖМӗн Патшалăх автоинспекцийӗ республикăра профилактика мероприятийӗ ирттерет.
Раççей Федерацийӗн çул-йӗр правилисен 2.1.2 пункчӗпе килӗшӳллӗн, хăрушсăрлăх пиçиххийӗсем вырнаçтарнă транспорт хатӗрӗпе çула тухас умӗн водителӗн хăйӗн тата унăн пассажирӗсем хăрушсăрлăх пиçиххийӗсемпе усă курмалла.
ТР ШӖМӗн Патшалăх автоинспекцийӗ çул-йӗр правилисене пăхăнма чӗнет.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев