Тутарстанра рыцарьсен турнирӗ иртӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра рыцарьсен турнирӗ иртӗ

Августӑн 12-13-мӗшӗсенче Тутарстан Республикинчи Мамадыш районӗнче «Битва эпох» историлле реконструкци фестивалӗ иртӗ.

Тӗрлӗ самана пӗр-пӗринпе тĕл пулĕ, ҫапӑҫу хирне Авалхи Римпа Мускав патшалӑхӗн салтакӗсем тухӗҫ. Кунсăр пуçне  мастер-классем, лекцисем тата интерактивсем иртӗҫ.

Мероприяти хӑнисем валли кемпинг, крепость территорийӗнче тата хула тулашӗнче историллӗ квест йӗркелӗҫ. Фестиваль вӗҫленсен каҫхине концерт, çулăмлă шоу пулать.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

 


исторический фестиваль

Нет комментариев