Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра шăши чирӗпе чирлекенсен шучӗ ӳснӗ

Тутарстанра шăши чирĕпе (мышиная лихорадка) чирленисен шучĕ икĕ хут ӳснӗ. Çакна «Татар-информ» ИА ирттернӗ пресс-конференцире Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ.

Чире темиçе хутччен анализ илсе палăртаççӗ.

«Шăши чирӗ – сезонлă инфекци, вăл кăçал та актуаллă пулса юлать-ха. Эпир чирлес енӗпе черетлӗ тапхăрта тăратпӑр халь. Тутарстан Республикишӗн ку чирпе чирлес тапхăрлӑх виçӗ-тăватă çулпа танлашать. Пӗлтӗр шăпах тепӗр ӳсӗм пуçланчӗ. Паянхи кун тӗлне çичӗ уйăхра 324 çын çак чирпе чирленине шута илнӗ. Ку иртнӗ çулхи асăннă тапхăртинчен икӗ хут нумайрах, – терӗ Любовь Авдонина. – Çав вăхăтрах статистика темиҫе ҫулхи вӑтам кӑтартусен шайӗнче тытӑнса тӑрать».

Ун сăмахӗсемпе, чир ертекен шăшисен йышӗ халӗ те пысӑк шутланать. Любовь Авдонина  улма-çырлапа кӑмпа пухнӑ, ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх ӗçӗсене пурнăçланă вӑхӑтра профилактикăн мӗнпур мерисене пӑхӑнмалли пирки асӑрхаттарчӗ.

Ку чир питӗ хӑрушӑ, этемӗн пӳрине пысăк сиен кӳрет вăл. Ку чиртен вилекенсен проценчӗ те самаях пысӑк, ҫавӑнпа та профилактика мерисене пӑхӑнни питӗ кирлӗ. Шел пулин те, унран вакцинаци халӗ те ҫук-ха.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев