Тутарстанра сăвăссем сентябрьте те çыртма чарăнмаççĕ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра сăвăссем сентябрьте те çыртма чарăнмаççĕ

Республикăра ăшă çанталăк тăнипе тата вăрмана кăмпа пуçтаракан çӳреме пуçланине пула больницăсене сăвăс çыртнипе килекенсем нумайланнине пĕлтерет Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби.

Сезон пуçланнăранпа медицина учрежденийĕсене 9986 çын пынă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку кăтарту 22 процент нумайтарах. Пурĕ 15 çыннăн боррелиоз, 7 çыннăн сăвăсăн вируслă энцефалит чирне тупнă. Кăçал çынсем çинчен илнĕ сăвăссене тӗпчесен 1012-ӗшӗнче боррелиоз, 5-ĕшĕнче энцефалит чирĕ палăрнă.

Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийĕ профилактика мерисене пăхăнмалли çинчен аса илтерет: вăрмана кайнă чух ӳте лайăх хуплакан тум, урана çӳллӗ кунчаллă атă тăхăнмалла, уçă ӳте ятарлă хатӗрсемпе — репеллентсемпе — сӗрмелле. Киле таврăнсан тума улăштармалла, вăрмана тăхăнса кайнисене лайăх шаккамалла. Çи-пуçа сăвăс ларнинчен тĕрĕслемелле.


Здоровье

Нет комментариев