Тутарстанра Семык иртрӗ
Республикăра пурăнакан марисен Семык наци уявне шăматкун, майăн 31-мӗшӗнче, Кукмор районӗнчи Починок Кучук ялӗнче паллă турӗç. Çанталăк шăрăх тăчӗ пулсан та, Тутарстанăн районӗсенчен тата кӳршӗллӗ регионсенчен – Марий Элтан, Пушкăртстанран, Удмурт республикисенчен, Киров облаçӗнчен уява 5 пин çын пухăнчӗ.
Марисен Семыкне ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева, Раççейри Марисен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ Лариса Яковлева, Кукмор районӗн пуçлăхӗ Сергей Димитриев, ТР Патшалăх Канашӗн Вӗренӳ, культура, наука, наци ыйтăвӗсемпе ӗçлекен комитечӗн председателӗ Айрат Зарипов, ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин килнӗ. Наци эрешӗпе илемлетнӗ хапха умӗнче хисеплӗ хăнасене вырăнти «Кна вел» фольклор ансамблӗ кӗтсе илчӗ. Лейла Фазлеевăпа Сергей Димитриева наци кӗпи тăхăнтартрӗç, кăмакара пӗçӗрнӗ икӗрчӗпе тата килте вӗретнӗ сăрапа сăйларӗç. Мари ташши ташланă хыççăн уява килнисем малалла марисен кил-çурчӗсем патне иртрӗç, унта наци апатне тутанса пăхрӗç, авалхи тумтирне хакларӗç.
Семык пуçланнине пӗлтерсе 11 сехетре тӗп сцена çинче картсем (мăчаварсем) кӗлӗ вуларӗç. Юрăпа ташă спектаклӗ урлă куракансене мари халăхӗ хăйӗн культурипе, авалтан пыракан йăли-йӗркипе паллаштарчӗ.
Уявăн официаллă пайне Кукмор районӗн пуçлăхӗ Сергей Димитриев уçрӗ. Семык уявӗ мари халăхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине, районта тӗрлӗ халăх пӗр пысăк çемье пек туслă пурăннине, 2026 çулта вырăнти Культура çуртне юсаса çӗнетессине каласа хăварчӗ.
«Паян эпир мари халăхӗн йăли-йӗркине паллаштаракан чаплă уява, истори аслисенчен ачасене мӗнле куçнине куртăмăр. Пурне те уяв ячӗпе саламлатăп! Тутарстанра тата Раççейре пурăнакан мӗнпур халăха Çӳлти Турă малашне те сыхлатăр», – терӗ Лейла Фазлеева. Вăл уява хутшăнакансене мари халăхӗн культурине упраса хăварас ӗçе пысăк тӳпе хывнăшăн тата Раççейӗн йăлана кӗнӗ хаклăхӗсене упраса хăварнăшăн тав турӗ.
Пролог хыççăн Мари патшалăх ансамблӗ, республикăран тата кӳршӗ регионсенчен килнӗ халăх ансамблӗсем юрă-ташăпа савăнтарчӗç. Ачасене халăх вăййисем выляма чӗнчӗç. Аслисем уяв уçланкинче ярмарккăри çуртсемпе, мари культурипе халăх ăстисен ӗçӗсемпе паллашрӗç. Вӗсем хушшинче тӗрленӗ алшăллисем, килте тӗртнӗ кавирсем, тӗрӗллӗ йывăç савăт-сапа, сăран сумкăсем, пурнăçра усă курмалли хатӗрсем, наци тумтирӗсем. Кунӗпех уявра мастер-классем ӗçлерӗç, кирек кам та марисен кăкăр çине çакмалли хатӗрне е пукане-оберега тума, йăлана кӗнӗ тӗррине тӗрлеме, йăмраран карçинкка çыхма вӗренме пултарчӗ. Хăнасене мари параппанӗпе, кӗслепе, волынкăпа тата варганпа выляма тата марисен авалхи «Тывырдык» ташшине ташлама та вӗрентрӗç.
Ташă валли хатӗрленӗ ятарлă площадка пӗр минут та пушă тăмарӗ, тин кăна утма вӗреннӗ ачаран пуçласа 80 çултан иртнӗ ватăсем те вырăнта чăтса лараймарӗç – сцена çине тухма васкарӗç. Уяв Марий Элтан килнӗ артистсен концерчӗпе вӗçленчӗ.
Сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа пăхма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев