Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра суд ларăвне онлайн хутшăнассин системине хута яраççӗ

Республикăра пурăнакансем суд ларăвне онлайн хутшăнма май пуррине пӗлтернӗ ТР юстици министрӗ Рустем Загидуллин Регион управленийӗн центрӗн тӳрӗ эфирӗнче. РФ Цифра министерствипе ТР Юстици министерстви хатӗрленӗ çӗнӗ система суд ларăвне килтен е ӗç вырăнӗнчен хутшăнма май туса парать. Хальччен ку мелпе арестленӗ çынсем, вӗсем çумӗнче полици сотрудникӗсем пулсан кăна, хутшăнма пултарнă.

Тӗрӗслевсем ăнăçлă иртсен системăпа пӗтӗм çӗршывӗпех усă курӗç. ТР  патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологисемпе çыхăну министерстви хальхи вăхăтра  биометрипе идентификаци иртме программа тивӗçтерӗвне (ПО) хатӗрлет.

«Цифровая экономика» наци проекчӗ шайӗнче йӗркеленӗ ытти цифра сервисӗсем çинчен те каласа панă Рустем Загидуллин. Ку системăсенчен пӗри – суда документсене онлайн парасси. 2022 çулта системăпа усă курса 210 пин тавăç (иск), 2023 çулта – 114 пин тавăç панă.

Рустем Загидуллин «Вправе.рф» портал урлă тата социаллă карта пуррисем  тата сентябрӗн 1-мӗшӗнчен «Карта жителя Республики Татарстан» приложени урлă электронлă обращени ярса тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗ илме пултарнине пӗлтернӗ.

Сăнӳкерчӗк minjust.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане