Тутарстанра суйлав бюллетенӗсене пичетленӗ
Сентябрӗн 14-мӗшӗнче иртекен суйлав валли бюллетеньсене августăн 21-мӗшӗнче Хусанти «Идел-Пресс» издательствăра пичетленӗ. Бюллетеньсен пӗтӗмӗшле тиражӗ 2 923 100 экземплярпа танлашать, пурӗ республикăра 2 523 096 суйлавҫă регистрациленнӗ. Вӗсем икӗ чӗлхепе – вырăсла тата тутарла пулаççӗ.
Тутарстанра пӗрлехи сасăлав кунӗнче, сентябрӗн 14-мӗшӗнче, ТР Раисне, вырăнти хăйтытăмлăх органӗсене 7,5 пин ытла депутата тата Мелекесри пӗр мандатлă 18-мӗш суйлав округӗнчен ТР Патшалăх Канашӗн депутатне суйламалла.
Тӗп суйлав комиссийӗнче ТР Раисӗн суйлавне Рустам Миннихановăн («Единая Россия»), Руслан Юсуповăн (ЛДПР), Хафиз Миргалимовăн (КПРФ), Виталий Смирновăн («Раççейри социаллă тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен пенсионерсен партийӗ») кандидатурине регистрациленӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев