Тутарстанра тата икӗ ковид-госпиталь уçма хатӗрлкенеççӗ
ТР сывлăх сыхлав министрӗн пӗрремӗш çумӗн Альмир Абашевăн сăмахӗсемпе, Тутарстанра тата икӗ ковид-госпиталь уçма хатӗр.
«Паянхи куна медицина организацийӗсем хăйсен максимумӗнче ӗçлеççӗ. Эпир хушма ковид-госпитальсене уçас тӗлӗшпе резервсем хатӗрлетпӗр. Паян унашкаллисем республикăра 57, тата иккӗшӗ резервра пулаççӗ», – тесе палăртрӗ спикер.
Хушма ковид-госпитальсене хальхи вăхăтра кислородпа тивӗçтереççӗ, часах вӗсем чирлисене йышăнма пултарӗç. Пурӗ республикăри сывлăх сыхлав системи коронавируспа чирлисем валли 7,1 пин койка хатӗрленӗ.
Медиксене вакцинаци темпӗсем ӳсни савăнтарать. Тутарстанра 1 миллион ытла çын вакцинăн иккӗмӗш компонентне тутарнă ӗнтӗ. Ку вăл планăн 58 проценчӗ. Юлашки талăкра 28210 çын ковидран вакцинаци тутарнă.
Альмир Абдюшева «Сувар» хаçат та ыйту пачӗ: «Вакцинанци темпӗсем малашне те çакнашкалах пысăк пулсан, хăш вăхăта эпир плана тултаратпăр?»
«Кун пек темпсемпе вакцинаци 2021 çулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче вӗçленет», – пулчӗ хурав.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев