Тутарстанра тӑм ӳкет
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра тӑм ӳкет

Эрнекун каҫхине, августӑн 25-мӗшӗнче, Тутарстанра тӑм ӳкессе кӗтмелле, сывлăш температури 0 градус таран анма пултарать. Кун пирки республикӑри Гидрометцентр асӑрхаттарать.

Прогноз тӑрӑх, ҫӗрлехи температура августӑн 25-мӗшӗнче республикӑн хӗвеланӑҫ енче — +6 — 11, тухӑҫ районӗсенче +1 градуса çитет.

Аса илтеретпӗр, Тутарстанра ҫанталӑк сивӗтни августӑн 20-мӗшӗнчен пуҫланчӗ. Малашне  температура чакса пырӗ.


Погода

Нет комментариев