Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра  цифровизаци çулталăкӗ пӗр ахальтен пымасть

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри 13 районра мобильлӗ интернетăн хăвăртлăхне ӳстернӗ. Анчах та кун çинчен пӗр оператор çеç пӗлтерет. Ыттисем çырма-çатраллă тата лап вырăнсене çитесшӗнех мар пулмалла.

Ак, тӗслӗхрен, Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗ. Кунта Мегафонсăр пуçне ытти компанисен симкисем ӗçлемеççӗ. Вырăнти халăх çакна хăнăхнă пулсан, килен-каякансемшӗн хӗнтерех Петӗр Хусанкай ялӗнчен çыхăнăва тухма. Юрать-ха 2022 çулхи Уяв тӗлне кунта куçса çӳрекен çыхăну станцине илсе килчӗç. Унсăрăн – пăтă пăтти пулатчӗ пулӗ темиçе пин халăх пухăннă çӗрте.

Асăннă компани вара республикăри 50 станцине çӗнетме шутланă. Çӗнӗ оборудовани лартнă районсен шутне Çӳльту, Павлă, Лайăш, Пестрецы, Спасски, Ешӗлвар, Алексеевски, Мензеле, Тури Услон кӗнӗ. Çавăн пекех çӗнӗ çыхăну объекчӗсене Хусанта, Çырчаллинче, Нурлатра, Лениногорскра, Анат Камăра, Пăвара лартнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев