Тутарстанра тырă пухассипе малта пыракан районсем паллă пулнă
Республикăра 425 000 гектартан тырă пухса илнӗ, çакă пӗтӗмӗшле вырма лаптăкӗн 28 проценчӗпе танлашать. 1,6 миллион тонна тыр-пул кăтартăвӗсем – гектартан 39 центнер, тесе пӗлтернӗ ТР ял-хуçалăх министрӗн пӗрремӗш çумӗ Наиль Залаков ТР Министрсен Кабинетӗнчи канашлура. Вăл малта пыракан тата кая юлнă районсем çинчен те пӗлтернӗ.
Кама леш енчи районсенче Аксу, Новошешминск, Нурлат районӗсем малта пыраççӗ, вӗсенче тыр-пул лаптăкӗсен 40 процентне тӗш-тырăран тасатнă. ÇАв вăхăтрах Спасски тата Алексеевски районӗсенче вырма темпӗсене хăвăртлатсан та юрать. Атăл тăрăхӗнчи районсенчен Теччӗ малта пырать, унта хирсен 43 процентне тырăран тасатнă. Ку район гектартан чи нумай тырă пухса илекеннисене ертсе пырать, теччӗсен тухăçӗ - пӗр гектар пуçне 55 центнер тырă. Пӗтӗмӗшле тырă калăпăшӗпе те Теччӗ районӗ пуринчен те малта пырать – 109 пин ытла тонна. Ку зонăра Тури Услон районӗ кая юлса пырать, тырă тухăçӗ те вӗсен кăçалшăн пысăках мар – гектартан 29 центнер.
Тутарстанăн Хӗвелтухăç районӗсенчен Мензелински тата Актаныш районӗсем малта пыраççӗ, вӗсенче лаптăксен 38-шар процентне тырăран тасатнă. Чи пысăк тухăçсене Мензелинск тата Заинск районӗсем пухаççӗ – гектартан аллă центнер ытла. Çав вăхăтра Тукай районӗнче вырма лаптăкӗсен 24 процентне тырăран тасатнă. Пӗкӗлмепе Павлă районӗсем пуринчен те кая юлнă. Вӗсенче хирсен 15 процентне çеç тырăран тасатнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев